Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çурални – пысăк савăнаç

22 марта 2014 г.

Çемьере ача çурални пуриншĕн те савнăç, ырă хыпар. Унăн малашлăхĕ, пурнăçĕ çывăх çыннисенчен нумай килет.

Мартăн 18-мĕшĕнче райадминистрацин ЗАГС пайĕ районта кăçал 50-мĕш ача çуралнине регистрацилерĕ. Элĕкри Евгенийпе Кристина Черновсен Аделия ятлă хĕрача çут тĕнчене килнĕ. Аделия ют чĕлхерен «пархатарлĕ, тÿрĕ кăмăллă, чыслă» тесе куçать. Черновсен çемйинче вăл пĕрремĕш ача.

Кăçал районти 50-мĕш ачана çурални çинчен свидетельство пани пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан маларах пулчĕ. 2013 çулта 50-мĕш ача апрелĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика