Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче

16 января 2013 г.

«Родина» хресченпе фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине яланах пысăк тимлĕх уйăрнă, халĕ те çаплах. Кунта ĕне выльăхпа тăрăшса ĕçлеççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 167 пуç мăйракаллă шултра выльăх пулнă. Çав шутран 65-шĕ — сăвакан ĕнесем (2012 çулта — 60).

Фермер хуçалăхĕн сĕт-çу ферминче Ирина Манзуркина, Надежда Демьянова тата Надежда Петрова дояркăсем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра кашни ĕне талăкра 15,8 килограмм сĕт антарать. Ферма заведующийĕ (хăех зоотехник та) Альбина Ижедерова каланă тăрăх, сĕтри çу хисепĕ 4 процентпа, белок виçи 3,17 процентпа танлашать.

Паллă ĕнтĕ, пахалăхлă апат çитермесĕр выльăхран нумай продукци илеймĕн. Ĕнесен рационне витаминсемпе, минералсемпе пуянлатма тăрăшаççĕ. Выльăхсене пысăк пахалăхлă сенажпа, фуражпа тăрантараççĕ. Владимир Половниковпа Дмитрий Демьянов скотниксем хăйсен ĕçне питĕ лайăх пĕлеççĕ, выльăхсене сенажпа, утăпа тата ытти апатпа вăхăтра тивĕçтерсе тăраççĕ. Тăрăшни çĕре ÿкмест теççĕ, «Родинăра» та пĕлтĕр малтанхи çулхинчен 12 процент сĕт ытларах суса илнĕ, кашни ĕне вăтамран 5060 килограмм (2011 çулта — 4503 килограмм) антарнă. Сĕте ял хуçалăх потребителĕсен «Нур» кооперативне сутаççĕ. Дояркăсен иртнĕ çулхи вăтам ĕç укçи 8—12 пин тенке ларса пынă, çак шалу яллă вырăншăн пĕрре те пĕчĕк тесе калаймăн. Ăна вăхăтра тÿленипе кăмăллă ферма ĕçченĕсем.

Выльăхсен ăратне çĕнетсе-лайăхлатса пырас тĕллевпе Çĕнĕсĕнтĕрсем иртнĕ çул Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăхран 28, Киров облаçĕнчен 30 пуç тына илсе килнĕ, вĕсем пурте хура-ула ăратлисем. Пăруланă май вĕсене сăвакан кĕтĕве кĕртсе пыраççĕ. Çамрăк ĕне выльăх аван аталантăр тесе фермăра урпана пăшăхласа парассине йĕркеленĕ. Çапла тусан унри усăллă япаласене организм аванрах йышăнать иккен. Çамрăк пăрусене (70 пуç вĕсем) Н.Филиппова пăхать. Хăйне шанса панă ĕçе юратса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать Надежда Максимовна.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика