Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăван Ен – Раççейри спортпа туслă чи лайăх регион

18 декабря 2013 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев декабрĕн 16-мĕшĕнче Мускавра физкультурăпа спорт енĕпе наци премине савăнăçлă лару-тăрура панă церемоние хутшăннă. Ку мероприятире Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников та пулнă.

"Раççей регионĕ" номинацире Чăваш Ен пĕрремĕш хут çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ. Асăннă кăтартăва Чăваш Ен республикăра пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине суйласа илнĕрен, власть органĕсенче тимлекенсем физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тухăçлă ĕçлесе пынăран тивĕçнĕ.

Асăннă церемони ИТАР-ТАСС пресс-центрĕнче иртнĕ. Мероприятие "Россия-2" телеканалăн "Большой спорт" программинче кăтартса пынă. Спортăн номинацийĕсене Раççей Правительстви 2010 çулта йышăннă пулнă. Кăçал çĕнтерÿçĕсене 10 номинацире палăртнă. Кашни номинаци çĕнтерÿçине 500 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика