Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çулта Районта кăçал Çĕнĕ çула ирттермелли лаптăксемпе вырăнсене ытти чухнехинчен маларах хатĕрлесе çитерчĕç.

27 декабря 2013 г.

Район центрĕнче иртнĕ Хĕл мучисемпе Юр пикесен конкурсĕ пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Хаваслă музыка, юрă-ташă, юмахри паттăрсемпе тĕлĕнтермĕшсем пурне те хаваслă, ырă ĕмĕт кỹчĕç. Чылайăшĕ хаклă та илĕртỹллĕ парнесене тивĕçрĕ.

Уяв кĕрлесе пынă самантра "Елчĕкри коопторг" тулли мар яваплă пĕрлешỹ ертỹçин çумĕ Амина Севастьянова, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Павлова тата обществăлла апатланупа суту-илỹре тăрăшакансен елчисем чăрăш умне тухсан пурте пĕр вăхăтлăха шăпланчĕç.

- "Чăвашпотребсоюз" йĕркеленĕ "Ачасене - шоколад" юхăма хутшăнса пирĕн коллектив та йывăр лару-тăрура пурăнакансен е сусăрсен кăмăл-туйăмне çĕклес, сывлăхне упрама пулăшас тесе ырă ĕç турĕ. Предприяти те, унта ĕçлекенсем те пархатарлă тĕллеве чыслăн хутшăнчĕç. Вĕсем кĕске вăхăтрах 500 ытла паха шоколад тата виçĕ килограмм ытла канфетпа ытти пылак çимĕç пуçтарма ĕлкĕрчĕç, - терĕ Амина Абдрахмановна парнесене район администрацийĕн элчине А.А.Александровăна тыттарнă май. - Çакă ачасемшĕн пысăк савăнăç пултăр.

Антонина Александровна районти 15 лавккапа обществăлла апатланăвăн 3 предприятийĕнче ĕçлекенсене, коллектив директорне Тамара Савельевăпа унăн çумне Амина Севастьяновăна ырă та пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.

А.ТИМОФЕЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика