Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.Московские чысланă

07 декабря 2013 г.

Акчелте пурăнакан, ĕмĕрĕпе тĕрлĕ отрасльте пиçĕхнĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай Ефимович Московский 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Хуçалăх ертỹçинче, учительте чылай çул ĕçленĕ, тăван колхоз историне тĕпченĕ хисеплĕ çынна чыслама акционерсен "Прогресс" хупă обществин директорĕ П.Скворцов, хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Н.Антонова, профсоюзăн вырăнти комитечĕн председателĕ О.Крылова тата ăна сума сăвакан ытти çынсем йышлăн пуçтарăннă. Хăнасем вăхăтĕнче тăван хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă, çĕршер ачана пĕлỹ панă фронтовика асăнмалăх парнесем парса чысланă.

Николай Ефимович Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В.Сайкинăн, райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçин çумĕн Н.Николаеван, районти ветерансен канашĕн президиум членĕн А.Сайкинан саламĕсене те ăшшăн йышăннă.

Н.Московский "Елчĕк ен" хаçатпа тачă çыхăну тытать - унăн активлă обществăлла корреспонденчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика