Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мала тухна

11 декабря 2013 г.

Мала тухна

Чÿк уйăхĕнче сĕт туса илессипе Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансем палăрчĕç.

“Тăвай районĕнчи чи лайăх сĕт-çу ферми” куçса çÿрекен приза, Дипломпа хаклă парнене район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин ферма заведующине Надежда Федорована пачĕ.

Хуçалăхри ĕçсене лайăх йĕркелени, сĕт туса илессипе çынсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлени пирки палăртрĕ Валерий Васильевич, тата пысăкрах ÿсĕмсем тума сунчĕ.

Надежда Разиновна фермăпа тĕплĕн паллаштарчĕ пире. Кивĕ витене реконструкциленĕ, унта 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçать. Тепĕр икĕ объект çĕнĕрен туса пĕтернĕ, вĕсенче 400 пуç ĕне пулмалла. Сумалли зал, сивĕтмелли оборудованиллĕ сĕт блокĕ, арçынсемпе хĕрарăмсем валли çăвăнмалли кабинăсем, ферма ĕçченĕсен канмалли пÿлĕм пур.

Паянхи кун хуçалăхра 544 пуç мăйракаллă шултра выльăх пăхаççĕ, çав шутра 350-шĕ – сăваканни. Вун пĕр уйăхра 1006,9 тонна сĕт туса илнĕ тушкилсем, пĕр ĕне пуçне – 3033 килограмм. Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ январь-ноябрь уйăхĕсенче 222 пăру илнĕ.

Надежда Николаева, Клара Ефимова, Анжела Чернова, Валентина Григорьева, Надежда Степанова, Людмила Камасева дояркăсем сĕт туса илнин кăтартăвĕсем лайăхлансах пыччăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ.

Ĕçсене лайăх йĕркеленинче Надежда Федорова ферма заведующин тÿпи те сахал мар. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене ответлăха туйса пурнăçлать, ыттисенчен те çирĕп ыйтать.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Сăн ÿкерчĕкре: Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнчи ĕçченсем куçса çÿрекен приз илнĕ хыççăн тата “Шимкусский” ЯХПК ертÿçи Ю.Алексеевпа АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Е.Михайлова.

А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика