Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутай çĕрĕ маттур ачасемпе пуян

23 ноября 2013 г.

Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырса тĕрлĕ олимпиадăсенче мала тухакансем, ташă-юрă ăстисем, спортра çитĕнÿ тăвакансем, салтак çулне çитмен çамрăксем, кадетсем, Президент ăмăртăвĕсене хутшăннисем ноябрĕн 20-мĕшĕнче Культурăпа кану центрĕнче пĕрремĕш хут иртнĕ районти пултаруллă, çивĕч ăслă ачасемпе çамрăксен слетĕнче хисепе тивĕçрĕç.

Пурĕ 90 яхăн ачана Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ-вĕренÿ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен пай начальникĕ Александр Прокопьев, Раççей ДОСААФ-ĕн районти уйрăмĕн председателĕ Владимир Егоров, "Хастар" ФСК директорĕ Вячеслав Дадюков, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче биологи предметне вĕрентекен Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Елена Орлова тĕрлĕ çитĕнÿсем тунине ĕнентерекен сертификатсем парса чысларĕç.

Депутат стипендиачĕсем

Лайăх вĕреннĕшĕн, районти, республикăри, çĕр-шыв шайĕнчи олимпиадăсене, конкурссене, смотрсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннăшăн Светлана Ешмейкина, Дмитрий Хораськин (11-мĕш класс, Атнар шкулĕ), Анна Михеева (10-мĕш класс), Анна Мерзлайкина (11-мĕш класс, Мăн Этмен шкулĕ), Константин Савельев, Анжелика Патьянова, Кирилл Ярайкин (11-мĕш класс, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), Марина Чангайкина, Сергей Егоров (10-мĕш класс, Çĕн Атикасси шкулĕ), Кристина Фадеева (10-мĕш класс, Питĕркасси шкулĕ) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн 500 тенкĕпе танлашакан стипендине вĕренÿ çулĕ хушшинче уйăхсерен илсе тăрĕç.

Райадминистраци пуçлăхĕн стипендиачĕсем

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Башкировăн йышăнăвĕпе Атнар шкулĕнчи Олеся Чумакова, Анастасия Долгова, Мăн Этмен шкулĕнчи Надежда Сидорова, Эльвира Артемьева, Карина Селянкина, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Эдуард Сидоров, Ирина Лобова, Альбина Дмитриева, Питĕркасси шкулĕнчи Евгения Герасимова, Василий Вазин, Шулю шкулĕнчи Руслан Медакин, Мишеркасси шкулĕнчи Юлия Михатайкина, Штанаш шкулĕнчи Роксана Хромова, Хусанушкăнь шкулĕнчи Николай Тимофеев, Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнчи Анна Максимова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Анна Родионова, Анна Ейкова, Денис Триковский, Сергей Сарин, Дмитрий Почейкин кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çитес çулхи майăн 31-мĕшĕччен уйăхсерен 100 тенкĕ илсе тăрĕç.

Президент ăмăртăвĕсене хутшăннисем

Кăçалхи сентябрьте Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри Президент ăмăртăвĕсенчен çĕнтерÿпе таврăннă Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕсем Алексей Аксаков, Дмитрий Ильин, Алиса Ильина, Ирина Пандакова, Андрей Семенов, Анастасия Семенова, Михаил Софронов, Мария Тимешкова сертификатсене тивĕçрĕç.

Салтак çулне çитмен çамрăксемпе кадетсем

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕсем – Константин Савельев, Стас Федотов, Дмитрий Мидейкин, Кирилл Ярайкин, Дмитрий Почейкин, Олег Канцеляров, Евгений Еремин, Олег Анисимов, Сергей Сарин, Денис Триковский – кăçал Пĕтĕм Раççейри Спартакиадăра Чăваш Республикин чысне хÿтĕлесе 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕç. Каччăсем сертификатсене тата кăкăр çине çакмалли паллăсене тивĕçрĕç. Тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсене лайăх енчен кăтартса малти вырăнсене тухакан Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 8-мĕш кадет класĕн 27 вĕренекенĕ те сертификатсене тивĕçрĕç.

Олимпиадăсен çĕнтерÿçисем

Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадин регионти шайĕнче малти вырăнсене тухнă Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсем Кирилл Ярайкин (физкультурăпа), Анастасия Сятрайкина (ОБЖ предмечĕпе), Анастасия Элеменкина (ОБЖ предмечĕпе), Мăн Этмен шкулĕн вĕренекенĕсем Анна Михеева,Татьяна Логинова (тăван ен культурипе), Питĕркасси шкулĕн вĕренекенĕ Кристина Фадеева (историпе) сертификатсене тивĕçрĕç.

Çамрăк талантсем

Кăçал Шупашкар хулинче иртнĕ Пĕтĕм Тĕнчери "Талантсен çăлтăрлăхĕ" конкурса хутшăннă Анна Ейкована, Татьяна Мурайкинана, Екатерина Мурайкинана, Мария Аливанкинана, Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн кĕркунне" дипломанчĕсене Ангелина Сазонована тата Екатерина Ейкована, Николай Тимофеев çамрăк космонавта, Константин Ванюшкинпа Андрей Смирнов çамрăк техниксене, Анастасия Слепова çамрăк дизайнера, республикăри çул-йĕр хăрушсăрлăх конкурсне хутшăннă Светлана Ешмейкинана, Ачасен пултарулăх çурчĕн вĕренекенне Руслан Медакина, патшалăх символлăхне аван пĕлекен Николай Аливанкина сертификатсем парса чысларĕç.

Пултаруллисен, çивĕч ăслисен слетне пухăннисене Культурăпа кану центрĕн "Колибри" ташă ушкăнĕ, "Талантсен çăлтăрлăхĕ" конкурса хутшăннисем, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 1-мĕш тата 3-мĕш класс вĕренекенĕсем, кадет класĕн пикисем, Ачасен пултарулăх çуртне, искусство шкулне çÿрекенсем хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарчĕç.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика