Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Этил спирчĕн виçине пăхаççĕ

01 ноября 2013 г.

2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кăçалхи июлĕн 23-мĕшĕнчи 196 " "Раççей Федерацийĕн административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодексне улшăнусем кĕртни çинчен" федераллă саккун тата "Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çинчен" федераллă саккунăн 28 статйи пурнăçа кĕчĕç. Вĕсемпе килĕшÿллĕн РФ КоАП-ĕн 12.8 статйинче тата 12.27 статьян 3-мĕш пайĕнче палăртнă йĕркене пăснăшăн административлă явап тытмалли йĕрке улшăннă. Хальхи вăхăтра ÿсĕртме пултаракан япаласем йышăннине палăртнă чух концентрацире этил спирчĕ пуррине пăхаççĕ. Ăна виçсе палăртнă чухнехи пĕтĕмĕшле кăтарту пĕр литр сывласа кăларакан сывлăш пуçне 0,16 миллиграмм пулмалла.

Саккунсем улшăннине пула унччен административлă явап тыттарнă çын (транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан документсăр хăварнă вăхăт иртмен пулсан) суда кайма пултарать. Енчен те çак водителĕн правине туртса илнĕ вăхăтра унри этил спирчĕн кăтартăвĕ пĕр литр сывласа кăларакан сывлăш пуçне 0,16 миллиграмран ытла пулман пулсан, суд административлă правăна пăсни çинчен калакан йышăнăва пăрахăçлать.

Суд йышăнăвĕсене тепĕр хут пăхса тухмалли йĕркене РФ КоАП-ĕнче палăртнă, унпа килĕшÿллĕн явап тыттарнă çынсем ыйтсан саккунлă вăя кĕмен йышăнусене иккĕмĕш инстанцири судсем пăхса тухаççĕ, вăя кĕнисене Чăваш Республикинчи Аслă Суд тишкерет.

Э.ТЕКЛЕВ, район прокурорĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика