Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ячĕпе саламланă

30 октября 2013 г.

Юбилей ячĕпе саламланă

Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕсемпе Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнисене тата тылра ĕçленисене сумлă юбилейĕсемпе саламласси малалла пырать.

Иккĕмĕш Хурашашра пурăнакан Елена Сергеевна Афанасьева октябрĕн 27-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Çак кун ун патне Президентăн саламлă Çырăвĕ çитнĕ. Ăна ветеран патне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Кузнецова, социаллă хÿтлĕх пайĕн представителĕ Валентина Казакова çитернĕ, ватăна сумлă юбилей ячĕпе саламланă, çирĕп сывлăх суннă.

Вăрçă çулĕсенче Елена Сергеевна окоп та чавнă, сухапа та ĕçленĕ, хĕллехи кунсенче вăрманта йывăç каснă, вакунсене хăйăр тултарнă çĕрте тăрăшнă. Йывăрлăхсене çĕнтерсе тăватă ачине пăхма вăй-хал çитернĕ вăл. Шел те, икĕ ачи пĕчĕклех çĕре кĕнĕ унăн. Çапах та ывăлĕпе хĕрне тĕрĕс-тĕкел вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă.

Паянхи кун Елена Афанасьева ывăлĕн çемйипе, 11 мăнукĕпе 9 кĕçĕн мăнукĕн тата вĕсен икĕ ачин ăшшине туйса пурăнать.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика