Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ял ĕçченĕсем!

06 ноября 2013 г.

Сире çывхарса килекен Тыр-пул уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Кĕркунне çак уява ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Районта пурăнакансем ăна кĕтеççĕ. Çак кун эпир производствăра малта пыракансене пĕрле пуçтарăнса чыслатпăр, ялта пурăнакансем пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ, хăйсене кирлĕ ял хуçалăх продукчĕсене туянаççĕ, çуллахи хĕрÿ ĕç хыççăн пĕрле савăнма май тупаççĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕн ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Кăçал çанталăк та питĕ хытă тĕрĕслерĕ ял çыннин çирĕплĕхне. Апла пулин те тыр-пула йĕркеллех пухса илтĕр, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртрĕр, çитес çул валли те тыр-пул никĕсне палăртнинчен 10,5 процент чухлĕ ытларах хывса хăвартăр. Уяр кунăн кашни саманчĕпе усă курса «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса илме тăрăшрăр.

Тыр-пул уявне ял хуçалăх ĕçченĕсем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пысăкрах кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Кăçалхи 10 уйăхра ял хуçалăх продукцине иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2 процент чухлĕ ытларах туса илсе реализациленĕ. Пирĕн тĕллев – малашне татах та çитĕнÿллĕрех вăй хурасси, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси, унăн продуктивлăхне ÿстересси.

Паян манăн çавăн пекех килти хушма хуçалăх тытакансене те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене те уйрăммăн тав тăвас килет, мĕншĕн тесен район аталанăвĕнче вĕсен тÿпи те çителĕклех.

Тавах сире, ял ĕçченĕсем, пархатарлă ĕçĕршĕн. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатăп. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çемьере яланах килĕшÿ пултăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика