Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă чаршав" уçăлсах тăтăр е эрех ĕçни кулăшла-и?

01 ноября 2013 г.

"Асамлă чаршав" уçăлсах тăтăр е эрех ĕçни кулăшла-и?

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче, хисеплĕ вулаканăм, сана районта пулнă "Асамлă чаршав" фестивале пĕтĕмлетнĕ уяв каçĕ хыççăнхи шухăшсемпе паллаштарма шантарнăччĕ. Чăннипех те тĕрлĕ шухăш-туйăм çуралчĕ ун чухне...

Чи малтанах эпĕ ял тăрăхĕсенчи театр пултарулăх ушкăнĕсенчен тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕсем хăйсем патĕнчи Культура çурчĕсенче лартнă спектакльсене çитсе курма вăхăт тупайманшăн каçару ыйтатăп. Тен, "пысăк çул" çине тухма кил умĕнченех асфальтлă çул выртнă пулсан хăш-пĕр спектакльне кайса кураттăмах пуль, анчах та кĕрхи тĕттĕм, тепĕр чухне çумăрлă каç çырма урлă çуран утасах килмерĕ пулмалла.

Фестивале пĕтĕмлетнĕ çĕре вара çанталăк чăрмавĕсене пăхмасăрах çитсе курма шутларăм. Спектакльсен пĕрер сыпăкне пăхнипех пĕтĕмлетÿ туни тĕрĕсех те мар пулĕ, çапах та пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк кăмăла витерчех.

Пĕр пичке пыл...

Эп театр критикĕ мар, çапах та малтанах хама килĕшнĕ самантсем çинче чарăнса тăрам-ха. Вырăнти артистсенчен чылайăшĕ рольсене ĕненмелле, туйăмсене палăртса вылярĕ, вĕсем спектакльсене тăрăшсах хатĕрленни сисĕнчĕ. Костюмĕсене те спектакльте хăш вăхăта сăнланине кура хатĕрленĕ. Кĕске сыпăксем кăна кăтартрĕç пулин те, сцена çинче купăс сасси те янăрарĕ, ташă-юрă та пулчĕ.

Спектакльсенчен ытларахăшĕ камитсем, куракансене кулма, савăнма май параканнисем пулчĕç. Вĕсем хушшинче штанашсем Алексей Кудрявцев пьеси тăрăх лартнă "Тăлăх Марье" драма уйрăлса тăчĕ. Вăрçă хыççăн хĕрĕх çултан пулса иртекен, куççуль кăларакан ĕçсене сăнлакан спектакль сыпăкне залра ларакансем шăппăн пăхрĕç, хыççăн вара тăвăллăн алă çупрĕç. Малашне асăннă фестиваль вăхăтĕнче çакăн пек шухăша яракан, куракансене артистсем калăпланă сăнарсемпе пĕрле хумханма май паракан спектакльсем ытларах лартсан та аван пулмалла.

Сцена çинче ытларах аслă çулти артистсене курма пулчĕ, çавăнпах пулĕ Атнар тата Мăн Этмен ял тăрăхĕсем хăйсем лартнă спектакльсене çамрăксене явăçтарни кăмăла кайрĕ.

Пĕр кашăк тикĕт...

Те сцена çинче сĕтелпе пукансем тăнăран пулчĕ çакă – анчах та хăйсем лартнă спектакль сыпăкĕсене кăтартнă чух 10 пултарулăх ушкăнĕнчен улттăшĕ эрех-сăрапа çыхăннă лару-тăрăва сăнласа пачĕ.

Мĕнле кăна "хаяр ĕçме" ячĕ янăрамарĕ-ши сцена çинчен – сăра, сăмакун, пăрака, "господа офицеры", "самопал", аншарли... Çав каç пĕр Эрех Ваççи кăна (Пантьăк ял тăрăхĕнчи Николай Лисаев калăплани те, драма театрĕн артисчĕ Сергей Иванов выляса пани те) сцена çинче эрех ĕçмерĕ пуль...

Паянхи пурнăç, чăнах та, çапларах-ха – пĕр-пĕр ĕç тумалла-и, туй-юбилей ирттермелле-и – "хĕрĕх градусли" сĕтел çине тухса ларатех. Ним ĕçлемесĕр ĕçкĕпе иртĕхекенсем те йышланса кайрĕç. Тĕрĕсех питлесе кăтартрĕç Ачкасси ял тăрăхĕн артисчĕсем – хăшĕсем çĕр улми кăларса пĕтерсен те, пенси укçи илсен те йăванса выртичченех ĕçеççĕ. "Районта пурăнакан миçе хĕрарăма палласа илме пулать-ши çак сăнарсенче?" – шухăш вĕçрĕ ачкассисем кăтартнă "Эх, пурнăç – мыскара" спектакль сыпăкне пăхса ларнă май. Куракансем вара ахăлтатсах кулчĕç сцена çинчи "ÿсĕрсен" хăтланăвĕсене курса (артисчĕсем пит ĕненмелле выляççĕ вара). Халăха култараканни те эрехпе çыхăннă пулăм кăна-ши? Хамăртан кулатпăр-ха, ара, çапла тума пĕлни те аван.

Николай Пономарев лартнă спектакле ахальтен 2-мĕш вырăн памарĕç пулĕ (аса илтеретĕп, жюри никама та 1-мĕш вырăн паман). "Эх, пурнăç – мыскара" спектакль сыпăкне пăхнăçемĕн ăна пĕтĕмпех курас килсе кайрĕ. Кĕске сыпăкрах кама кăна йĕплесе илмерĕç пуль ачкассисем. Хаçат-журнал, тĕрлĕ тавар, пенси укçи тултарнă сумккисене шăлпа çыртсах сĕтĕрекен почтальонка сăнарĕ те паянхи пурнăçран илнĕскер. Республикăра тухса тăракан хаçат-журнала, çав шутра район хаçатне те, чăнах та, çири кĕпи айне вăрттăн чиксе тухнă "фанфуриксемпе" астарса çырăнтараççĕ-ши пирĕн почтальонсем; Ачкассисем вылянине пăхса залра ларакансем: "Ай, тĕрĕссине туса кăтартаççĕ, чăнах та çапла", – тесе пăшăлтатрĕç те, çакăн вĕçнех çитсе тухрăмăр-ши?..

Çамрăксем тата театр

Паянхи кун, шкул ачисемпе çамрăксене ытларах Интернет илĕртнĕ вăхăтра, районта театр пултарулăх ушкăнĕсен "Асамлă чаршав" фестивальне ирттерни питĕ вырăнлă тесе шутлатăп. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне пире час-часах Шупашкара спектакльсем курма илсе çÿретчĕç. Савăнсах каяттăмăр эпир театра, ерипен унта хамăра мĕнле тытмаллине те вĕренсе пыраттăмăр. Халĕ шкул ачисемпе тĕп хулана экскурсие кайсан та вĕсем ытларах кинотеатра 3D фильмсем курма кĕреççĕ.

Шупашкарта мĕнле театрсем пуррине, вĕсенче мĕнле паллă артистсем вылянине пĕлеççĕ-ши паянхи яшсемпе хĕрсем? Çук пуль. Акă, "Асамлă чаршав" фестивале хупнă çĕре района килсе çитнĕ К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсемпе тĕл пулнă тенине илтсен савăнтăм. Анчах та çак тĕл пулу пур шкул ачин чунĕнче те тарăн йĕр хăварнă-ши? "Сирĕн шкула Шупашкарти артистсем пынă терĕç, мĕн пирки калаçрăр, тĕл пулу асра юлмалла иртрĕ-и?" – ыйтрăм пĕр палланă шкул ачинчен. "Э-э, çавсем пулнă-и-ке вĕсем, актовăй зала пухса лартрĕç те, эпир хыçалта ларнăран нимĕн те илтĕнмерĕ", – çапла каласа тĕлĕнтерчĕ хайхискер. "Илтĕнмерĕ е итлемерĕр?" – ыйтрăм эпĕ çине тăрса. "Итлемерĕмĕр..." – теме çеç пултарчĕ вăл.

Тен, шкул ачисене театр искусствипе паллаштарас тесе шкулта класс ертÿçисен, литература предметне вĕрентекенсен, килте ашшĕ-амăшĕн ытларах тăрăшмалла? Тепĕр тесен, эпир хамăр та, аслисем, юлашки хут хăçан театрта пулнине, мĕнле спектакль курнине ас тăватпăр-ши? Ытларах телевизор курма, компьютер умĕнче ларма хăнăхса кайрăмăр мар-и?

Фестиваль вăхăтĕнче спектакльсене ял тăрăхĕсенчи тĕп Культура çурчĕсенче çеç кăтартнăран аякри ялсенче пурăнакансем кураймасăрах юлчĕç пулĕ. Районти театр пултарулăх ушкăнĕсем чи лайăх спектакльсемпе тĕрлĕ ялсене çитсен питĕ аван пулмалла та. Ун чухне çамрăксем те клуба тухса спектакль курĕç хăть.

Сăмахăма пĕтĕмлетсе вара çапла калас килет: сцена çине тухса халăха савăнтарма, култарма, хавхалантарма, хурлантарма, хумхантарма пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа та фестивале хутшăннă пур театр пултарулăх ушкăнĕ те маттур теес килет манăн. Районта театр искусствине аталантарма пулăшакан "Асамлă чаршав" çулсерен уçăлсах тăтăр, çак ырă йăла пăрахăçа ан тухтăр.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика