Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленисене уçăмлатаççĕ

23 октября 2013 г.

Следователь-криминалистсен службине йĕркелесе янăранпа 59 çул çитрĕ.

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн тытăмĕнче криминалистика уйрăмĕ пур. Унта паянхи кун 7 следователь тăрăшать.

Асăннă уйрăм сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ - талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулнă вырăна çитсе ĕç-пуçа уçăмлатасси, çителĕклĕ доказательствăсем тупса следовательсене паха пулăшупа тивĕçтересси.

Сăмах май, кăçал çынна вĕлернипе çыхăннă преступленисене уçса параслăх 97 процент ытла пулнă.

Криминалистика уйрăмĕ иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçăмлатассипе те тимлет. 2011-2013 çулсенче çакăн евĕр 133 преступление уçса панă, вăл шутра çынна вĕлернипе çыхăннă - 7, пĕлсе тăрсах теприне йывăр суран кỹрсе вилĕм патне илсе çитернĕ - 3, мăшкăллассипе çыхăннă 3 преступлени.

Преступленисене тупса палăртас ĕçре юлашки вăхăтра криминалистикăра усă куракан хатĕрсем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - полиграфпа ("ултав детекторĕ") усă курни. Юлашки 3 çул хушшинче вăл пулăшнипе 450 психофизиологи тĕпчевĕ ирттернĕ. "Ултав детекторĕпе" ытларах чухне çын пурнăçĕпе сывлăхне тата ăна ар тĕлĕшĕнчен тĕкĕнме юраманнине хирĕç тунă преступленисене уçса панă, патшалăх службин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи ĕç интересĕсене хирĕç тунă преступленисене тĕпченĕ чух усă кураççĕ.

Следстви управленийĕн ытти криминалистика техникин те витĕмĕ пысăк. Çавăн пекех экспертсем генетика, одорологи (шăршă йĕрĕсен экспертизи) тĕпчевĕсем çине таянаççĕ, панорама 3D - фотоỹкерĕвĕн мелне ĕçе кĕртнĕ. UFED Touch комплекспа, гипнорепродукципе усă курни пысăк пулăшу парать. Пĕрремĕшĕ карас телефонĕсем тата электронлă хатĕрсем çинчи çухалнă информацие тавăрма тата преступлени йĕрĕсене тупса палăртма, иккĕмĕшĕ тỹссе ирттернĕ пăшăрхануллă самантсене куç умне кăларса тăратма тата паллă пулăмсене аса илме май параççĕ.

Маларах асăннă хатĕрсем республикăра пулса иртнĕ чылай йывăр тата уйрăмах йывăр преступленине уçăмлатма пулăшнăран преступниксене тивĕçлипе явап тыттараççĕ.

Следстви управленийĕн криминалистика уйрăмĕн специалисчĕсем Шупашкар хулин администрацийĕ ыйтнипе пĕрремĕш вырăс патшин Михаил Федорович Романовăн асламăшĕ - Мария Шестова ỹчĕ тĕлĕшĕпе археологи тĕпчевĕсем ирттерекен ученăйсене консультаци пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

Д.ТАЗЮКОВА, следстви пайĕн ертỹçин аслă пулăшаканĕ, юстици майорĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика