Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнатикассисем çĕнтерÿпе таврăннă

02 октября 2013 г.

Анапăра иртнĕ "Президент ăмăртăвĕсенчен" çĕнтерÿпе таврăннă Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕсене тата вĕсен ертÿçине Светлана Петрейкинана шăмат кун, сентябрĕн 28-мĕшĕнче, Канашри чукун çул вокзалĕнче райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев, "Хастар" спорткомплекс директорĕ Вячеслав Дадюков, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ кĕтсе илнĕ.

Тăван шкул, район, республика ятне, чысне çÿле çĕклеме пултарнă вĕренекенсене Çĕн Атикасси шкулĕнче те савăнăçлă лару-тăрура, ăшă сăмахсемпе, саламсемпе кĕтсе илнĕ.

Чăннипех те маттур ачасене ятран асăнар-ха: Мария Тимешкова, Эльвира Ильина, Ирина Пандакова, Анастасия Семенова, Андрей Семенов, Михаил Софронов, Дмитрий Ильин, Алексей Аксаков. Çирĕм кун хушшинче вĕсем нумай енлĕ хутăш ăмăртусене, эстафетăна хутшăнса, мини-футболла, баскетболла, бадминтонла, теннисла, шахматла выляса, ишсе, теорипе пултарулăх конкурсĕсенче хăйсене кăтартса 74 ял команди хушшинче пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă.

Раççей шайĕнчи ăмăртусене ăнăçлă хутшăннă вĕренекенсене малашнехи çĕнтерÿсем сунатпăр.

А.КАРПОВА.


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика