Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Больница листи ĕç укçине самай пĕчĕклетет-и?

07 августа 2013 г.

Саккунпа килĕшÿллĕн 2011 çултан больницăра сипленнĕ тапхăршăн шалу тÿленĕ чухне çыннăн ĕç стажне шута илеççĕ. Ултă уйăхран пилĕк çул таран ĕçленĕ граждансен шалăвăн 60 процентне илме ирĕк пур, пилĕк çултан сакăр çул пулсан – 80 процентне, сакăр çултан ытларах-тăк – 100 процентне. Çавăн пекех 24 уйăхри (730 кун) вăтам ĕç укçине те пăхаççĕ. Енчен те эсир кăçал чирленĕ пулсан 2011-2012 çулхи тупăша шута илеççĕ. Ĕç вырăнне улăштарсан малтанхи организацие кайса справка илмелле пулать. Асăннă документра пур тупăша та, вăл шутра преми суммине те, кăтартма тивĕç. Сипленнĕ тапхăршăн тÿлеме ĕç укçин лимитне уйăрнă. Унăн сумми кашни çул улшăнать.

Шутламалли йĕрке

1. Икĕ çулхи ĕç укçине пăхмалла. Тĕслĕхрен, уйăхра 15 000 тенкĕ илетĕр пулсан: 15 000 х 12 = 180 000. Пулнă суммăна иккĕ çине хутламалла (180 000 х 2 = 360 000).

2. Пĕр кун ĕçленĕшĕн мĕн чул илнине шутламалла: 360 000 : 730 = 493,15 тенкĕ.

3. Пĕр кунăн пособи суммине тупмалла, ăна шутлама ĕç стажне шута илмелле. Тĕслĕхрен, сирĕн ĕç стажĕ тăватă çулпа танлаштăр: 60 (процент) х 493,15 = 295,89 тенкĕ.

4. Сипленнĕ тапхăрти пособи виçине тупмалла. Тĕслĕхрен 12 кун чирленĕ пулсан: 295,89 х 12 = 3550,68 тенкĕ.

Ачапа ларнă тапхăрта

Ача 10 кунран ытла чирлесен усси çук. Ĕç стажĕ те пулăшмасть. Малтанхи вунă куна пĕтĕмĕшле правилăсене пăхса шутлаççĕ. Унтан пĕр кунхи вăтам шалун 50 процентне кăна тÿлеççĕ.

Инкек

Суранпа çыхăннă больница листисене яланхи йĕркепе тÿлеççĕ, анчах инкек производствăра пулсан ĕç стажне пăхмаççĕ. Кун пек чухне пособи виçи 100 процентпа танлашать. Ĕç вăхăтĕнче е тăхтавра илнĕ суран производствăри шутланать. Ĕçчен предприяти е организаци территорийĕнчен ĕçпе тухнă-тăк инкек ăçта пулса иртнине (предприятире е ун тулашĕнче) шута илмеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика