Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулăр – энтеровирус инфекцийĕсем!

22 июля 2013 г.

Энтеровирус чирĕсем – инфекци чирĕсем. Вĕсем тĕп нерв тытăмне, тĕртемсене, ÿт-тире, пыршăлăха, çÿлти сывлав çулĕсене амантаççĕ.

Хальхи вăхăтра лайăх пĕлнĕ тата часах тĕл пулакан энтеровирус инфекцийĕсем ангина, менингит тата ытти чирсенче палăраççĕ.

Энтеровируссем питĕ çирĕп. Шывра вĕсем тăватă уйăх упранаççĕ, сĕтре тата ал айĕнчи савăт-сапара, апат-çимĕçре икĕ эрне таранах пурăнаççĕ. Ку вируссем шăнтнине те чăтаççĕ. Вĕрилентернине вара тÿсеймеççĕ: 60 градусра 30 минут хушшинче пĕтеççĕ. Çавăн пекех хлор упракан препаратсем те уншăн хăрушă.

Энтеровирус инфекцийĕсем уйрăмах çулла чĕрĕ. Сăлтавĕ – шыва вĕретмесĕр ĕçни, шыва кĕни. Унсăр пуçне йăлари хутшăнусем тата сывлăш урлă та ерме пултараççĕ. Инфекци пуçарса яраканнисем – малтан чирленĕ çынсем.

Энтеровирус инфекцийĕсем питĕ хăвăрт сарăлаççĕ. Чирлĕ çынна вăхăтра уйăрмасан икĕ-виçĕ эрнере ача ушкăнĕнче 60-80 процент ача чирлеме пултарать. Анчах çуралнисем тата пĕчĕкрех ачасем энцефаломиелокардитпа, кĕçĕн шкул ачисем серозлă менингитпа чирлеççĕ. Аслисен ку чир ангина е шăнтса пăрахнă евĕр пулать.

Халĕ, çуллахи тапхăрта, Раççейре энтеровирус инфекцийĕсен чирĕсемпе аптракансем нумайланнине палăртаççĕ. Ытларах серозлă менин- гитпа ачасем чирлеççĕ.

Чиртен сыхланас тесен кулленхи гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, вĕретнĕ шыв кăна ĕçмелле, ирĕк панă вырăнта çеç шыва кĕмелле, алăсене супăньпе çумалла. Кил-çурта тирпейлĕ тытма тăрăшмалла. Пахча çимĕçе, улма-çырлана лайăх çуса çимелле. Лавккасенче апат-çимĕç туяннă чух пахалăхне тишкермелле, урамра сутакан çимĕçсене туянма кирлĕ мар.

Чирлесе ÿксен хăвăра тĕллĕн сипленмелле мар, тухтăр патне каймалла е ăна киле чĕнмелле.

ЧР Роспотребнадзор Управленийĕн Çĕмĕрлери пайĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика