Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Зайцевсем - çĕнтерÿçĕсем

28 сентября 2013 г.

Чăваш Республикинче «Чи вулакан çемье» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăна Шупашкарти ача-пăча библиотекипе Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви «Чăваш Ен культури: 2010—2020 çулсем» тĕллевлĕ программин «Чăваш Ен культури — ачасене» хушма программăпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Конкурс тĕллевĕ — çемьесене кĕнекепе туслаштарасси, çемье вулавне сарасси. Çавна май конкурса хутшăнакансем «Эпир — вулакан çемье» портфолиопа ачасен пултарулăх ĕçĕсене, «Манăн çемье тата кĕнеке», «Библиотека — çемье юлташĕ» ятсемпе килте ăсталанă кĕнекесем тата «Пирĕн чи юратнă юмах геройĕ» темăпа пĕр-пĕр сăнар хатĕрленĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем чăннипех те пултарулăхпа палăрнă. Çапла вара вĕсен çыравçă та, редактор та, ÿнерçĕ те, иллюст-ратор та пулма тивнĕ. Нумай-нумай ĕç хатĕрленĕ. Конкурса Чăваш Республикинчи 17 районпа 4 хуларан пурĕ 48 çемье хутшăннă.

Комсомольски районĕнче пурăнакансем те конкурсра хастарлăхпа палăрнă. Сăмахран, Александровка ялĕнче пурăнакан Зайцевсен çемйи «Çемье вулавне сарас ĕçри пултарулăхшăн» номинацире çĕнтернĕ. Алинăпа Сергей Зайцевсем виçĕ ачине — Лизăна, Степăна, Родиона мĕн пĕчĕкренех кĕнекепе туслаштараççĕ. Лизăпа Степа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухаççĕ, шкулти, районти библиотекăсене хаваспах çÿреççĕ, нумай-нумай кĕнеке вулаççĕ.

— Вĕсем — кĕнеке тусĕсем, хастар вулавçăсем. Тăтăшах çÿреççĕ кунта. Çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе интересленеççĕ. Конкурссене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Лизăпа Степа вĕренÿре те, конкурссенче те маттур, — тет районти ача-пăча библиотекин заведующийĕ Г.Зайнуллина.

Ачасем «Кĕнеке — пĕлÿ çăл куçĕ» тенине ăша хывса ÿсеççĕ, çĕннине пĕлессишĕн ăнтăлаççĕ. Кĕçĕн шăллĕне те, Родиона, килте сĕтел хушшине лартса юмах-калав вуласа параççĕ.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика