… пире пуç тайнăн туйăнать... Чăваш мĕн ĕлĕкрен çут çанталăка юратнă, хисепленĕ, ăна пуянлатас тесе сахал мар тăрăшнă. Паян эпир пурăнакан вырăна çитсе вырнаçсан вăл тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ: йĕри-тавра вăрман, мĕнле кăна йывăç çук-ши унта!
Вăхăт иртнĕçемĕн хырпа чăрăшран пура хăпартнă, аялти ретсене юманран ăсталанă. Пÿрт тăррине типнĕ курăкпа витнĕ, ун çине ватă çăка хуппине тирпейлесе вырнаçтарнă. Савăт-сапине те çăкаран касса хатĕрленĕ. Ватă йывăç хуппине нумай вăхăт шывра тытсан мунчала тухать, хуçалăхра усă курма вĕрен явма та пулать. Чечек çурнă вăхăтра ун йĕри-тавра пыл хурчĕсем сĕрлесе явăнаççĕ. Çак чечеке вĕрекен шыва ярса чир-чĕртен сипленмелли эмел хатĕрлеме пулать. Каярах пулса çитнĕ мăйăра апат пĕçернĕ чухне усă курма юрать. Малтанхи сивĕсем пуçланиччен çулçипе тураттинчен путек валли паха апат тухать.XIX ĕмĕр вĕçнелле халăх йышĕ хăвăрт ÿсет, çавна пула вăрмансен лаптăкĕ чаксах пырать. Граждан вăрçи пуçланнă вăхăталла пирĕн ял çывăхĕнчи вăрман çухалать. 1921-1922, 1932-1933 çулсенчи выçлăх вăхăтĕнче халăхăн тĕрлĕ йывăрлăх, асап курма тивет. Çăка та терт-нушаран «çăлма тăрăшать». Йывăçа пăчкăпа татнă чух кĕрпе тухать. Ăна вĕтетнĕ çĕр улмипе хутăштарса пĕçерсен çăкăр пулать. Çав вăхăталла пирĕн ялта 10-12 çемьере кăна урана атă-пушмак тăхăнса çÿренĕ. Ыттисем вара чăваш юрринче каланă пек: «Ах, турă тупата, ман урара çăпата». Совет влаçĕ тăрăшнипе ялсенче тĕрлĕ ĕç эртелĕсем йĕркеленеççĕ. Çак ĕç валли хамăр ялти Василий Лаврентьев ял пуçĕнче ятарласа пысăк çурт лартать. Кунĕн-çĕрĕн вăтăра яхăн çын çакăнта чăпта çапать. Хĕл ларсан вуншар лав Йĕпреçе кайса мунчала тиесе килет, ăна халăха салатса парать. Вăрçă çулĕсенче çак эртеле Николай Яковлев йĕркелесе тăрать. Аксиния Тарасова халăхран чăпта пухса Шупашкара, Канаша, Сĕнтĕрвăррине ăсатать. Уйăхра ĕçшĕн пĕр хут укçалла тÿлеççĕ. Чăптан калăпăшĕ тĕрлĕрен пулнă. Ăна тумалли ĕç хатĕрне манăн атте Павел Краснов ăсталанă. Пирĕн урамри 30 яхăн килтен çиччĕшĕнче чăпта çапнă. Ку ĕçе тума 3-4 çын кирлĕ пулнă. Чăптана хĕл ларсан çапма пуçланă та юр ирĕлсен вĕçленĕ. Мана, шкул ачине, ирхине 5 сехетре тăратса 7 сехетчен хĕçне тиртернĕ, чăпта миххи çĕлеттернĕ. Манран виçĕ çул аслăрах Гена чăпта çапма пулăшнă.Çак ĕçе тума çăмăл пулман. Аслисем ирхине 3 сехетрен пуçласа каçхи 9 сехетчен ĕçленĕ. Пÿртре яланах нÿрĕк сывлăш, мунчала шăрши тăнă, пÿлĕме кантăксăр краççын лампăпа çунтарнă. Апат-çимĕç пуриншĕн те çителĕксĕр пулнă. Урана тăхăнма чăваш çăпата ăсталанă. Ăна 8-10 çулти яштака çăкаран хатĕрленĕ. Çуркунне хуппине сÿнĕ те сулхăнра типĕтнĕ. Кайран çивĕч çĕçĕпе 2-3 сантиметр сарлакăш виçсе каснă. Çăпата тума пур арçын та пĕлнĕ. Ку енĕпе Федор Абрамова çитекенни пулман. Илемлетсе ăсталанă хĕрарăм çăпатине юнашар ялсенчен те илме çÿренĕ. Архиври хутсем тăрăх çакă паллă: Граждан вăрçи вăхăтĕнче Хĕрлĕ Çар валли чăваш ăстисем 3 млн яхăн çăпата туса панă. Манăн атте Павел Краснов тутар çĕрĕ çинче салтакра пулнă. Ун патне манăн анне икĕ хут çуран кайса килнĕ. Çул çинче пурĕ 10 кун иртнĕ. Çурăм хыçĕнчи кутамккара 5-6 мăшăр çăпата, сухари, килте çитĕнтернĕ табак пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Совет влаçĕ ятарлă хушу кăларнă: «Çамрăк çăкана касса çут çанталăка сиен кÿнĕшĕн тĕрмене хупмалла тăвас». Чăпти те, ăна çапмалли хатĕрсем те, урари çăпата та – халĕ куç умĕнчех. Мĕн чухлĕ нуша кăтартнă-ши вĕсем пире! Кÿкеçри вăтам шкулти 8-мĕш класа çÿрекен ачасенчен чылайăшĕ вĕренме çăпата сырса пынă, хăшĕ-пĕри – çара уран. Эпĕ салтака кайнă çул кăна пирĕн килте чăпта çапма пăрахрĕç.Совет влаçĕ арканиччен чăвашра кашни лесничество çумĕнчех ятарласа уçнă цехсем ĕçленĕ. Иккасси ялĕ çывăхĕнче ку енĕпе 30 яхăн çын çăкаран тĕрлĕ савăт-сапа, сувенир туса çывăхри хуласене ăсатнă. Паянхи кун вĕсен алăкĕсем хупă. Çăка пахалăхĕ, пĕлтерĕшĕ, усăлăхĕ пирки паян нумайăшĕ нимĕн те пĕлмест. Çăка турă йывăççи тесен те юрать. Пире вăл тăхăнмалли те, таса сывлăш та панă.
Леонид Павлов, Чăрăшкасси
(«Край родной (Тăван Ен)», Кугеси )
20 сентября 2013, пятница