28 сентября 2013 г.
2013 çул Тăван тавралăха упрамалли çулталăк пулнă май çĕршывра экологи темипе тĕрлĕ мероприяти иртет. Акă сентябрĕн 14-21-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейĕпе «Пĕрле тăватпăр!» акци пулчĕ. Çак кунсенче çĕршывăмăрта массăллă субботниксем иртрĕç. Çынсем алăсене перчеткесем тăхăнса хăйсем пурăнакан ял-хуласене çÿп-çапран тасатрĕç, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртрĕç.
Тăван тавралăха пулас ăрусем валли сыхласа хăварас, вĕсем те çут çанталăк илемĕпе киленме пултарччăр тесен кашни çыннăн тăрăшмалла. Тăван çĕр тасалăхне упраса хăварасси харпăр хăйĕнчен килет. Акă сентябрĕн 21-мĕшĕнче Ишлей ял тăрăхĕнчи искусство шкулĕн вĕренекенĕсем тата преподавателĕсем «Пĕрле тăватпăр!» акципе килĕшÿллĕн, çумăрлă çанталăка пăхмасăрах, субботника тухнă. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем тавралăха çÿп-çапран тасатнă. Çакăн пек ырă тĕслĕх çынсен экологи культурине аталантарма тивĕç.
Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕ те çак кунсенче çÿп-çапран тата çĕр çинчи йывăç çулçисенчен тасалнă. Субботника Тутаркасси ял тăрăх администрацийĕн, Тутаркассинчи ИКЦĕн тата «Теплоэнергосети» ООО ĕçченĕсем хастар хутшăннă. Вĕсем администраци, пултарулăх Çурчĕ çумĕнчи территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Йăршура та субботник пулнă. Ăна Тăван тавралăха упрамалли çулталăка халалланă. «Эпир тасалăхшăн» субботника тăван тавралăха çÿп-çаппа вараланине лăпкăн йышăнайман, урамсене тасалăхра тытса тăракан ял çыннисем хутшăннă. Çак кун Явăш ялĕнче пурăнакансем те урамсене тирпей-илем кĕртнĕ. Субботникра 30 çын ытла тăрăшнă.
Çут çанталăка упрама мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Акă Тăван тавралăха упрамалли çулталăкпа килĕшÿллĕн сентябрĕн 14-мĕшĕнче Чăрăшкассинчи пултарулăх çуртĕнчи Çырмапуçри информаципе культура центрĕнче «Вăрман – планетăн симĕс пуянлăхĕ» информаци сехечĕ иртнĕ. Унта тĕнчери тата çĕршыври экологи проблемисемпе, цивилизаци «хакĕпе», экологи этикипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, çын сывлăхĕ тата тăван тавралăх темăна та хускатнă. Мероприяти «Детство» аллейăна чăрăшсем лартнипе вĕçленнĕ (сăн ÿкерчĕк çинче). Çынсем малашне те тавралăха тирпейлĕхре тытассине шанатпăр. Экологи проблемисене сирес ĕç Тăван тавралăха упрамалли çулталăкра кăна мар, малашне те ан вĕçлентĕр. Пулас ăрусем валли те таса çут çанталăк хăварасчĕ!
Мария Витальева