Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк пуянлăхне упракансем

14 сентября 2013 г.

Вăрман — çыншăн тĕлĕнмелле пысăк пуянлăх, унпа пĕрлех планета çинчи пурнăçшăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл пире уçă та таса сывлăш парать. Вăрман çĕр планетăн ÿпки тесе ахальтен каламаççĕ. Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем те хăйсен профессин çут çанталăка, ÿсен-тăрансене, чĕр чунсене юратнăран суйласа илнĕ. Çак ăсталăх вара чылай чухне ламран-лама куçать. Ашшĕсем хĕрĕсемпе ывăлĕсене, мăнукĕсене, вĕсен ачисене вăрмана юратма, ăна чунтан хисеплеме вĕрентсе ÿстереççĕ. Районта Гисматуллинсен, Кондратьевсен, Красновсен, Ефимовсен çемье династийĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Шăпах вĕсем çут çанталăк пуянлăхне упраса хăварас тата пысăклатас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсем çĕнĕ йышши йывăç-тĕм лартас, авалхи юманлăхсене, пирĕн вăрмансен мăнаçлăхне çĕнĕрен чĕртес енĕпе çине тăрса ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те. Паянхи хаçатра вулакансене Гисматуллинсен çемье династийĕпе паллаштарас килет.

Зиннет Гисмеевич Гисматуллин — династи пуçлăхĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне вăрман ĕçĕпе çыхăнтарнă. 1950—1971 çулсенче Комсомольски лесничествин лесничийĕнче тăрăшнă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вун-вун гектар йывăç лартнă, çĕнĕ вăрман ÿстернĕ. Çак ăсталăха вăл чи малтан ывăлне Салтана мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ÿстернĕ. Хăйĕнпе пĕрле пур ĕçе те явăçтарнă: йывăç ларттарнă, хăрнă туратсене пуçтарттарнă, вăрман хуралĕнче çÿретнĕ... Çак ĕçех мăнукĕ Альберт та хутшăннă. «Эпир Çĕнĕ Каçалта картунта пурăннă. Тавралăхри çут çанталăк илемĕпе киленнĕ. Симĕс курăк çинче çара уран чупни, вăрманти кашни йывăçа, вырăна паллама вĕренни, çырла-кăмпана çÿрени, милĕк хатĕрлени халĕ те асрах. Асаттепе атте вăрман ĕçĕнчи пур вăрттăнлăхпа та паллаштарнă мана. Çут çанталăк пуянлăхне упрама, ăна сума сума, мĕн пĕчĕкрен йывăç лартса ÿстерме вĕрентнĕ. Хам та çак ĕçе малалла тăсса, ачасене пĕрле явăçтаратăп», — тет Альберт Салтанович.

Альберт Гисматуллин 1990 çулта Комсомольскинчи лесничествăра пушар машинин водителĕнче ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах вара хăйĕн професси шайне ÿстерес тесе Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕнче куçăн мар мелпе вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ специалиста 1999 çулта лесничи пулма шаннă. Маттур та тăрăшуллă ĕçчен унтанпа нумай хыр, чăрăш, çăка, хурăн лартас ĕçе ертсе пынă. Питомниксенчен кÿрсе килнĕ йывăçсене лартас ĕçе йĕркеленĕ, вун-вун гектар çĕнĕ вăрман чĕртнĕ. Паян çак йывăçсем çине пăхсан чун савăннине пытармасть вăл.

— Вăрман ешернине, çĕнелнине курсан паллах савăнатăн. Эсĕ лартса çитĕнтернĕ, пĕчĕк ачасене пăхнă пек пăхнă хунавсене е çитĕннĕ йывăçсене пĕр шелсĕр каснине, авнине асăрхасан, ăçта килнĕ унта кăвайт чĕртине курсан, вăрмана сĕмсĕррĕн варланине асăрхасан кăмăл хуçăлать. Мĕнле те пулин упрасчĕ çак пуянлăха, — тет калаçăва тăсса лесничи.

2008 çултанпа вăл Шăмăршăри лесничествăра вăй хурать. Тăрăшуллă ĕçленĕрен Альберт Салтановича пĕрре кăна мар Хисеп тата Тав хучĕсемпе наградăланă. Ĕçри юлташĕсене яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн ăна коллективра хисеплеççĕ.

Гисматуллинсем, Альберт Салтановичпа Гельназ Загрутдиновна, Александровка ялĕнче тĕпленнĕ, икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Хĕрĕ Розалия Канаш хулинчи финанс техникумĕнче вĕренет, Ильшат ывăлĕ 6-мĕш класра пĕлÿ пухать, Ильнур садик çулне такăрлатать. Виçĕ тĕпренчĕкĕнчен пĕри те пулин аслашшĕ, ашшĕ çулне суйласа илесси иккĕлентермест. Мĕнех, ăнăçу сунатăп вĕсене.

 

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика