Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява, ай, шеп ирттерер-и?

11 сентября 2013 г.

Елчĕк ялĕ пуçланса кайнăранпа 425 çул çитнине тата ялăн престол уявне халалланă мероприятисене Елчĕкре иртнĕ кунсенчен тытăнсах ирттерме тытăннă. Малтан кашни урамра концертсем пулса иртнĕ.

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче - престол уявĕ кунĕ Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре кĕлĕ пулать, ун хыççăн ĕненекенсем Хĕреслĕ çỹл çỹреве тухаççĕ.

Уяв тĕп лапамра кăнтăрла иртсен пуçланать. Ача-пăча аттракционĕсем, тĕрлĕрен конкурссемпе выставкăсем йĕркелеççĕ. Каç кỹлĕм - 17 сехетре ялти чи хисеплĕ çынсене - нумай çул пурăнакансене, Елчĕкре юлашки кунсенче çуралнă Раççей гражданинне, чи çамрăк мăшăра, нумай ачаллă çемьене савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ. Урамсене, кил-çурт таврашĕсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе тăрăшса ĕçленĕ уйрăм çынсене тĕрлĕ номинацире палăртаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене те анлăн йĕркелесе яма палăртнă.

Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ чăваш эстрада юрăçисем чаплă концерт кăтартма, уяв дискотеки йĕркелесе пама килĕшнĕ. Юлашкинчен уяв фейерверкĕ пулать.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика