09 сентября 2013 г.
- Тавралăх илемĕ нумай чухне пирĕнтен, çынсенчен, килет. Симĕс тум тумланнă лаптăксем еплерех ешерсе тăраççĕ пулсан сывлăш та таса, уçă пулать. Ахальтен-им вăрманта хамăра çăмăллăн туятпăр? Апла пулсан йывăç – пирĕн çăлăнăç. Çÿп-çап пуçтарассине те асра тытмалла. Çут çанталăка кашни çыннăн упрамалла. Августăн 31-мĕшĕнче «Пĕтĕм Раççейре «Зеленая Россия» экологи субботникĕ» акци иртнĕ. Ешĕл тавралăха тимлĕх уйăрнине ĕнентерет ĕнтĕ çакă. Мероприятие Шупашкар районĕ те хутшăннă.
Уяр çанталăкра килти тăватă стена хушшинче никамăн та алă усса ларас килмест пулĕ. Хĕвел пайăркисем хăйсемех çынсене урамалла илĕртеççĕ. Августăн 31-мĕшĕнче субботник ирттерме аванччĕ. Тутаркасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем те çакна туйсах ĕнтĕ ĕçлеме тухрĕç. Вĕсем чечексене çумларĕç.
«Таса вырăнта чуна та лăпкă», – теççĕ Тутаркассинчи искусство шкулĕн вĕрентекенĕсем. Çак куна халалласа субботникра учительсен тĕпренчĕкĕсем те тăрăшрĕç. Ĕç вара пурин валли те тупăнчĕ. Пĕри çулçă пуçтарчĕ, тепри çÿп-çап пухрĕ. Виççĕмĕшĕсем çул айккисене шурă тĕспе сăрласа илемлетрĕç. Шкул урамĕ çуталса та ешерсе кайрĕ тейĕн. Кун пек чухне кăмăл та çĕкленет-çке!
Шемшер тăрăхĕнчисем те ĕçрен пăрăнса юлас темерĕç. Бюджет учрежденийĕн ĕçченĕсем тăкăннă çулçăсен шăпăл-шăпăл «калаçăвне» итлесе тасатрĕç, çулнă курăка пуçтарчĕç, хăй тĕллĕн ÿссе ларнă кирлĕ мар йывăçсене кăкларĕç...
Сарапакассинче вара культура тата администраци ĕçченĕсемпе çамрăксем те акцие хастар хутшăннă. Чи кĕçĕнни – Çатракассинчи «Дружба» ача сачĕн 5 çулти вĕренекенĕ – Даниил Петров аслисемпе пĕр тан çул айккинчи çÿп-çапа тата чарăну çывăхĕнчи лаптăка тасатнă. Сарапакасси ял тăрăхĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, В.А. Петров, мотоблокпа курăк çулса тавралăха тирпей-илем кĕртнĕ. Пухнă çÿп-çапа туслă йыш ятарлă техникăна тиесе санкциленĕ свалкăна ăсатнă. Çак вырăнах Кÿкеç поселокĕнче субботникра пухнă тасамарсене те пăрахнă.
Çавăн пекех иртнĕ шăмат кун Çырмапуç ял тăрăхĕнче администрацинчен тата культура центрĕнчен пуçтарăннă халăх палăртнă акцине хутшăннă. Çак ĕçсене кура Чăрăшкассинчи пултарулăх çурчĕ тата та илемленнĕ, симĕсленнĕ. Ачасене те тавралăха юратма вĕрентеççĕ кунта. Ял библиотекинче кăмпасем çинчен ирттернĕ викторина пурне те кăсăклантарнă. Пуян çут çанталăкăн туприне эпир упрама ăс памасан çак ĕçе кам хăнăхтарĕ тата?
Раççейĕмĕр çакăн йышши акци ирттернин, паллах, пĕлтерĕшĕ пысăк. Кашни çын лартнă пĕр йывăç та пулин чĕрĕлсе ÿссен çут çанталăк савăннине ниçта шăнăçтараймасăр юрласа яратчĕ пулĕ. Эпир унăн пуянлăхне упранăшăн, тасатнăшăн тав сăмахĕ калас вырăнне темĕн чухлĕ çимĕç парнелĕччĕ-тĕр! Çынсем ырă пулнине çут çанталăк та туять тени ĕнтĕ ку.
Катя Николаева
(Тăван Ен 34№, сентябрĕн 6-мĕшĕ, 2013 ç.)