Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркомание хирĕç

04 сентября 2013 г.

Елчĕк район прокуратури кăçалхи авăн уйăхĕнче Елчĕкри полици пайĕпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, вĕренỹ учрежденийĕсемпе, çамрăксен тата обществăлла ытти пĕрлешỹсемпе пĕрле "Вилĕмпе ăçта суту-илỹ тунине пĕлтер" ятпа профилактика мероприятийĕсем йĕркелет.

Вĕсен тĕп тĕллевĕ - граждансене наркоманипе çыхăннă саккунсем, ку енĕпе саккуна пăссан тивекен яваплăх пирки ăнлантарасси, наркотикпа суту-илỹ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешессине профилактикăласси тата çак ĕçе общественноçа явăçтарасси.

Оперативлă информаци йышăнассипе "хĕрỹ лини" те йĕркеленĕ. Наркоманипе чирлисене вăхăтра пулăшас, наркотикпа суту-илỹ туни е наркопритон йĕркелени, е саккуна пăснă ытти тĕслĕхсем пирки пĕлтерес тесен граждансем 2-50-05, 2-54-53 номерсемпе шăнкăравлама е ятарласа вырнаçтарнă ешчĕксене çырусем яма пултараççĕ. Хыпар пĕлтерекенсен хушаматне вăрттăнлăхра упрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика