Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă туни манăнмасть

17 августа 2013 г.

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музей çурчĕ (ăна Яков Павлович Беляев 1909 çулта тунă) пĕр ĕмĕр ытла ларать. Çавăнпа та кунта куллен хуçан çирĕп алли кирлĕ.

Музее тирпейлĕ тытса тăрас тесе кăçал та чылай ĕç пурнăçларăмăр. Паллах, юсав ĕçĕ валли сахал мар строительство материалĕ кирлĕ. Кунта пире спонсорсем пысăк пулăшу пачĕç.

20 çул ытла музейра тăрăшатăп. Çак тапхăрта кирек хăçан та юсав ĕçĕ валли Аслă Елчĕкри Зайламовсем пулăшу аллине тăсса панине палăртмасăр иртме çук. Лидийăпа Владимир Зайламовсем чăннипех тав сăмахне тивĕçлĕ. Вĕсем кашни çулах 5-7 банка сăрă парса пулăшаççĕ, унсăр пуçне ĕç хатĕрĕсемпе те тивĕçтереççĕ.

Валерий Петрович Падуев, Юрий Алексеевич Егоркин район центрĕнчи уйрăмах паллă вырăн-аваллăха сыхласа, аталантарса пыракан музей хăтлăхĕпе тирпейлĕхĕшĕн тăрăшса пулăшу аллине тăсрĕç. Елчĕкри "Ксения" лавкка хуçисем те пирĕн шанчăклă пулăшакансем. Анатолий Светлов предпринимателе те пысăк тав. Пире ырă туни ырăпах таврăнтăр.

В.ВАСТУЛОВА, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика