Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх инкекрен сыхлать

15 декабря 2012 г.

 Юлашки çулсенче, шел пулин те, çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ йышлансах пырать. Çакна тĕрлĕ сăлтавпа ăнлантарма пулать: автомашинăсен шучĕ çулсерен хушăнса пыни, водительсен çул çỹрес енĕпе культура çукки, чылайăшĕ руль умĕнче хăйне çăмăлттай тытни, хăвăртлăх режимне е ытти йĕркене пăхăнманни, çуран çỹрекенсем правилăсене пăсни ... Аварисенче инкек тỹсекенсен хушшинче ачасем пулни вара ытла та хăрушă: Раççейре кашни саккăрмĕш авари вĕсемпе çыхăннă. Инкеке çуран çỹрекен ачасем ытларах лекеççĕ. Пурнăç пирĕншĕн кашнийĕншĕн хаклă. Çавăнпа çул-йĕр правилисене алфавита пĕлнĕ пекех лайăх вĕренмелле. Ашшĕ-амăшĕн, воспитательсен, вĕрентекенсен ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пуласчĕ, правилăсене ăнлантарнă чух каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетни кĕçĕннисен асĕнче вăрахлăха юлĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачисене ясли-сада, шкула леçнĕ чухне çул çинче кашни вырăнпа тĕплĕн паллаштармалла, çул урлă хăш вырăнтан каçмаллине, ялан тимлĕ пулмаллине ăнлантармалла. Çуран çỹрекенсен тĕттĕм вăхăтра водитель асăрхатăр тесе çутатакан детальсемлĕ ятарлă тумсем тăхăнмаллине ас.ра тытмалла. Хальхи вăхăтра çул пăрлак. Çавна май водительсене те, çуран çỹрекенсене те уйрăмах тимлĕ пулма, пĕрне-пĕри хисеплеме тата упрама ыйтас килет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика