Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитỹнĕ çăмăлпа пулмасть

22 июня 2013 г.

 Алманчăра кăçал çĕнĕ фермер хуçалăхĕ йĕркеленчĕ, ăна Н. Федоров ертсе пырать. Çур акине пĕрремĕш çул çеç ирттерчĕç пулин те çĕрпе тухăçлă усă курма, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма тимлĕх ытларах уйăрма тăрăшни сисĕнет. Хуçалăхăн сухаланакан çĕр 2700 гектар, унтан 170 гектар - кĕрхисем, пĕрчĕллĕ культурăсем - 1715, хура тулă - 25, хĕвел çаврăнăш - 57, çĕр улми- 136, пахча çимĕç - 24, кукуруза - 150, нумай çул ỹсекен курăксем - 200, пĕр çул ỹсекеннисем 198 гектар йышăнаççĕ. Пурне те акнă чухнех удобрени хывнă, кайран çум курăкран гербицид сапнă.

Кĕркунне Турă аллине панисене çулçă урлă апатлантарнă.

Хальхи вăхăтра та механизаторсем пушă тăмаççĕ. А. Ершов, В. Карсаков, А. Насретдинов, Н. Гилязетдинов трактористсене иккĕмĕш "çăкăр" уйĕнче тата нумай çул ỹсекен курăк анинче курма пулать. Пĕрисем йăрансене хăпартаççĕ, колорадо нăрринчен сапаççĕ, теприсем вара выльăхсене валли утă хатĕрлеççĕ.

Симĕс апата 50 тонна яхăн янтăланă. Çавăн пекех кукурузăран силос хума та палăртнă.

Çулла ĕç чăннипех те нумай.Ĕнесем кĕтỹре çỹренипе усă курса витесене те юсама пуçăннă. Строительсем сĕте сивĕтекен холодильник вырнаçнă пỹлĕмĕн урайне плиткăсем çыпăçтарнă. Çавăн пекех çамрăк пăрусем тăракан клеткăсене Р. Аппаков, Э. Петров, С. Хадаров, А. Краснов çĕнĕрен тунă.

- Çывăх кунсенче чỹречесене улăштарма, стенасене шуратса дезинфекцилеме пуçлаççĕ, - тет С. Волкова тĕп зоотехник. Çĕр улми хранилищинче те ĕç шавĕ тăрать. Юхăннă хуралтăна М. Хитровпа А. Леонтьев юсаççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика