Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтава тивĕçнĕ ентеш

11 июня 2013 г.

Июнĕн 10-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Иван Кабалин çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Çавна май мухтавлă ентешĕмĕрĕн кун-çулне хаçат вулаканĕсемпе пĕрле тепĕр хут тишкерсе тухас килет.

И.Кабалин Александровка ялĕнче çуралса ÿснĕ, 7 класс пĕтернĕ. 1938 çулта вĕсем çемйипех Канаш хулине куçса кайнă. Унта каччă вакунсем юсакан заводра токарьте ĕçлеме пикеннĕ.

1942 çулхи май уйăхĕнче Иван Андреевич Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, июльте пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Вăл Хĕвел анăç тата 3-мĕш Украина фрончĕсен йышĕнче çĕнтерĕве туптанă, Курск пĕкки, Харьков патĕнчи юнлă çапăçусене, сулахай çыранри Украинăна ирĕке кăларассине хутшăннă.

78-мĕш гварди стрелоксен полкĕн миномет ротин уйрăмĕн командирĕ, гварди сержанчĕ Иван Кабалин 1943 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче Днепрăн сылтăм çыранĕнчи плацдарма анлăлатнă çĕрте палăрнă. Фашистсен контратакисене хирĕç тăнă май, вăл 250 ытла салтакпа офицера вĕлернĕ, 5 пулемет точкине тĕп тунă.

СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1944 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн И.Кабалина Совет Союзĕн Геройĕ ята панă, Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе наградăланă.

Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленсен те паттăр тÿрех килне таврăнман, СССРăн хĕç-пăшаллă вăйĕсенче службăра тăнă. 1955 çулта çеç вăл çар тумне улăштарнă, Улатăрти чукун çул транспорчĕн техникумĕнчен вĕренсе тухсан Канашри вакунсем юсакан заводра токарьте, каярахпа завод директорĕнче ĕçленĕ, 1982 çулта çĕре кĕнĕ.

И.Кабалинăн вăрçăра кăтартнă паттăрлăхпа хăюлăхшăн панă наградисем йышлă. Вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Аслă Отечественнăй вăрçăн 2-мĕш степеньлĕ орденне, чылай медале тивĕçнĕ. Унăн ятне Чăваш АССРĕн ĕç мухтавĕпе паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Комсомольскинче, Геройсен аллейинче, Иван Кабалинăн бюстне курма пулать. Вăл вĕреннĕ шкулта вара ăна асăнса мемориал хăми туса хунă. Канаш хулинче те çакăн пек мемориал хăми пур. Ăна Герой пурăннă çурт çине вырнаçтарнă. Унсăр пуçне хулари пĕр урампа лицей И.Кабалин ячĕпе хисепленеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика