Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр самант та ĕçсĕр лармаççĕ

05 июня 2013 г.

Çур аки вĕçленнĕ пулсан та ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Халĕ те вĕсен пушă вăхăчĕ çукпа пĕрех. Акни-лартнипе çеç мар, шăтса тухнă калчасемпе пахча çимĕçе мĕнле пăхни те тухăçлăх çине пысăк витĕм кÿрет-çке-ха.

Акă, «Слава» ЯХПКра вăй хуракансем пĕр самант та ĕçсĕр лармаççĕ. Усă куракан 1128 гектар çĕртен 153 гектарĕ çинче вĕсен — кĕрхи культурăсем, 200 ытла гектарĕ — пĕр çул ÿсекен курăксем, тепĕр 200 ытла гектарĕ çинче нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнеççĕ. Ытти пайне вара çурхи культурăсем йышăнаççĕ. ЯХПК ертÿçи Михаил Буслаев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вĕсем çĕр улми пачах та лартман. «Иккĕмĕш çăкăра» вăхăтра пуçтарса кĕртесси чăрмавсем кăларса тăратать иккен. Ял халăхĕ темшĕн çак ĕçе хутшăнасшăн мар.

Хальхи вăхăтра анасене гербицид сапаççĕ. Хальлĕхе çакна 200-е яхăн гектар çинче пурнăçланă. Кунта Вячеслав Челаков трактористпа Сергей Грачев водитель тăрăшаççĕ. Тĕп агроном Ильфат Диканеев вĕсен ĕçне пĕлсе йĕркелесе пырать, сĕнÿ-канашпа пулăшать. Çавăн пекех 70 гектар çинчи козлятнике çулма та пикеннĕ. «Çуллахи вăхăтра ĕç нумай, пур çĕрте те ĕлкĕрме питĕ йывăр. Кун пек чухне механизаторсем çитменни уйрăмах уççăн палăрать», — тет пăшăрханса «Слава» ЯХПК ертÿçи.

Хуçалăхра ĕçлекенсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине тĕп тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен сĕт-çу ферми — районĕпе илсен чи пысăккисенчен пĕри. Сăвакан ĕнесен шучĕ пурĕ 170 пуçпа танлашать. Хальхи вăхăтра кашнинчен талăкра вăтамран 18,3-шер килограмм сĕт суса илеççĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен нумайрах. Кунта, паллах, Ольга Ефимова, Галина Михайлова, Валентина Падюкина, Федосия Павлова дояркăсем тăрăшни те витĕм кÿрет. Иван Шамбулинпа Виталий Степанов скотниксем, ветеринари врачĕ Радиф Рахматуллин, Валентина Игнатьева техник-осеменатор та пушă ларма хăнăхман, хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлаççĕ. Пысăк опытлă ăстасем ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенине яланах асра тытса ĕçлеççĕ. «Ĕне кĕтĕвне тинтерех çеç симĕс курăк çине кăлартăмăр. Çавăнпа та çитес вăхăтра сăвăм тата та ÿсессе шанатпăр», — пĕлтерет ферма заведующийĕ Валентина Зайцева. Сăмах май, вăл çак ĕçре чылай çул ĕнтĕ вăй хурать. Çавна май кунти кăткăслăхсене вĕренсе çитнĕ, хăçан мĕнле ĕçсене пурнăçламаллине аван пĕлет.

Çавăн пекех ЯХПК ферминче çамрăк пăрусен шучĕ те пысăк. Вĕсене пăхнă çĕрте Тамара Кузьмина, Сергей Зайцев, Светлана Шатова тата Фаина Пудовкина тăрăшаççĕ. «Пирĕн умра тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри — сăвакан ĕнесен йышне çамрăклатасси. Çакна валли эпир пушмак пăрусем çитĕнтеретпĕр. Кăçал ватă ĕнесенчен чыла-йăшне çамрăккисемпе улăштарма палăртнă», — паллаштарчĕ лару-тăрупа тĕп зоотехник Альбина Ижедерова.

Тăрăшсассăн, паллах, çитĕнÿсем тума пулать. «Слава» ЯХПКра вăй хуракансене те хăйсен умĕнче тăракан ыйтусене ăнăçлăн татса парса малалла та ÿсĕмсен çулĕпе утма сунас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика