Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тÿрĕ лини иртрĕ

29 мая 2013 г.

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче Михаил Игнатьевпа тÿрĕ лини иртрĕ. Икĕ сехете яхăн пынă тÿрĕ эфирта Чăваш Енри мĕн-пур хуласемпе районсенчен панă 30 яхăн ыйту çине хуравлама май килнĕ. Каласа хăвармалла, республика тулашĕнче пурăнакансем те хăйсене канăçсăрлантаракан хăш-пĕр ыйтусене тăратнă. Калаçăва хускатнă май хулара пурăнакансенчен ытларахăшне пурăнмалли çурт-йĕрĕн ыйтăвĕсем пăшăрхантарнă. Калăпăр: çуллахи вăхăтра ăшă шывпа тивĕçтерменни, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен лайăх çуртсене куçас ыйту та канăç паман. Канаш, Комсомольски, Çĕрпÿ, Вăрмар, Элĕк районĕсенче пурăнакансене чи малтанах ял тăрăхĕсенче выртакан çулсем кăсăклантарнă. Çавăн пекех ача сачĕсенчи черетсемпе, тĕрлĕ категорири граждансене паракан çăмăллăхсемпе «Ĕç ветеранĕ» ят парассипе çыхăннă ыйтусем те пур. Муниципалитетсене пĕр-лештерни, ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсен ĕç укçин виçи, тракторсем тата Етĕрнере спирт туса кăларакан заводсен кун-çулĕ пирки те ыйтса пĕлнĕ. Пĕтĕмĕшле икĕ эрне хушшинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне 900 яхăн çыру килнĕ. Панă ыйтусем тăрăх çакна калама пулать — нумайăшне республикăн социаллă пурнăçпа экономика тата культура аталанăвĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ темăсем хумхантараççĕ. Кун пек ыйтусем пани ĕçре сахалтарах йăнăшсем тăвассинчен асăрхаттарать. Çынсем паян паракан ыйтусем малашнехи пурнăçа тĕрĕс йĕркелесе пыма пулăшни çинчен каласа хăварнă республика Пуçлăхĕ. Пĕр ыйту та хăйĕн хуравне тупмасăр юлманни çинчен шантарсах каланă. Ытти хăш-пĕр ыйтусем çине министерство, муниципалитет ертÿçисем Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче çитес вăхăтрах хуравсем парасси пирки уйрăммăн аса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика