Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çарпа спорт вăййисен çĕнтерÿçисем — Хырайĕнелсемпе Александровкăсем

25 мая 2013 г.

Пĕрремĕш кунĕнче иртнĕ «Яштак та кĕрнеклĕ — хисепе тивĕçлĕ» конкурс çĕнтерÿçисем — Çĕнĕмăратсемпе Александровкăсем. Районти вăтам шкулсенчен иккĕмĕш вырăна АслăЧурачăксем тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Комсомольски 2-мĕш тата Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсен çамрăк армеецĕсем йышăнчĕç. Çак конкурсра иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен пĕр пек бал пухса Хырхĕррисемпе Тăманлăвыçлисем пайларĕç.

Майăн 21-мĕшĕнче винтовкăран тĕл перессипе йĕркеленĕ ăмăртура районти 12 вăтам шкултан чи маттуррисем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем — Аслăчурачăксемпе Хырайĕнелсем.

Тĕп шкулсенче вĕренекенсем хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ: Хиртиявăшсем — пĕрремĕшсем, Чĕчкенсемпе Александровкăсем — иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем.

Чăрмавсене парăнтарса чупассипе Нĕркеçсемпе Хырхĕррисем малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Аслăчурачăксемпе Александровкăсем тухрĕç. Асанкассисемпе Анаттимĕрчкассисем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Çарпа спорт вăййисен суд-йисем майăн 22-мĕшĕнче кашни шкул пурăнмалли условисене епле хатĕрленине те тĕрĕслесе çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. «Кун пек конкурс — кăçалтан пирвайхи», — терĕ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов. Хырайĕнелсемпе Александровкăсем — пĕрремĕш, Асанкассисемпе Тăманлăвыçлисем — иккĕмĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам тата Чĕчкен тĕп шкулĕсенче пĕлÿ пухакансем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Çавăн пекех çамрăк армеецсем пушарпа кĕрешсе, велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнса, право, экологи тата ытти ыйтусем çине хуравласа ăсталăхне кăтартрĕç.

Районти вăтам шкулсенчен чи маттуррисем, чи ăстисем Хырайĕнелсем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслăчурачăксемпе Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен Александровкăсем — пĕрремĕш, Тăманлăвыçлисем — иккĕмĕш, Чĕчкенсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсем кубоксене, Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç.

«Тăватă куна пынă ăмăрту çамрăксемшĕн усăлли, пурнăçра кирлĕ пулласси никама та иккĕлентермест», — терĕ мероприятие пĕтĕмлетсе çарпа спорт вăййисен командующийĕ Анатолий Филиппов.

Июнь уйăхĕнче республика шайĕнче иртекен «Зарницăпа» «Орленок» çарпа спорт вăййисенче район чысне Хырайĕнелсемпе Александровкăсем (вĕсене хатĕрлекенсем Татьяна Ивановнăпа Валерий Федорович Волковсем) хÿтĕлĕç. Ăнăçу сунатпăр вĕсене!

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика