ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Ĕçпе кану юнашар

21 мая 2013 г.

Патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем кÿрекен пулăшу ĕçĕсен шутне 14-18 çулсенчи ачасемпе çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелесси те кĕрет. Çул çитменнисен вăхăтлăх ĕçлевне çулталăк тăршшĕпех йĕркелеççĕ, анчах, паллă, ачасемпе çамрăксен пысăкрах йышĕ çуллахи каникул тапхăрĕнче ĕçлет.

Çул çитменнисем ĕçлени, пушă вăхăта усăллă ирттерни, вĕсем преступлени тăвасран сыхланассипе çыхăннă профилактика тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ - ку урам, криминал тытăмĕсен витĕмĕнчен хăтарма май парать, ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлемешкĕн хăнăхтарма, тыткаламалăх кăштах укçа тума, вĕсене хăйсем ĕçлев рынокĕнче усăллă пулнине туйма пулăшать.

Чăваш Республикин «2012-2020 çулсенче халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси» патшалăх программине пурнăçланă май республикăн ĕçлев службин органĕсем 2013 çулта 16100-тен кая мар çамрăка ĕçе вырнаçтарма палăртнă.

Çак тĕллевпе ĕçлев службин органĕсем республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, ĕç паракансемпе тата çак ĕçпе çыхăннă ытти организаципе пĕрле 2013 çулхи каникул тапхăрĕ тĕлне хатĕрленÿ ĕçне йĕркеленĕ. Ĕçлев центрĕсем çул çитменнисене тата вĕсен ашшĕ-амăшне вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркеленин условийĕсем, çул çитменнисем вăй хума пултаракан ĕçсем çинчен яланах тивĕçлĕ информаци парса тăраççĕ, специалистсем пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсемпе профориентаци мероприятийĕсем ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра, çуллахи тапхăр умĕн, ĕç паракансемпе ачасемпе çамрăксене вăхăтлăх ĕçе йышăнмалли килĕшÿсем тăвассине анлăн пурнăçлаççĕ.

2013 çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенче республикăн ĕçлев службин органĕсем çул çитменнисене ĕçе вырнаçтарма ĕç паракансемпе 360 килĕшÿ тунă, вĕсене тĕпе хурса çул çитмен 4375 гражданина ĕçе илнĕ.

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ тата «хăрушлăх ушкăнĕнчи» çамрăксем вăхăтлăх ĕçе чи малтан вырнаçмалли правăпа усă кураççĕ. Ĕçлеме тытăннă çамрăксен пĕтĕмĕшле йышĕн 52,7% /2304 çын/ - шăпах çак категорири çул çитмен граждансем.

Вăхăтлăх ĕçсене хутшăнакан çул çитмен граждансен тупăшĕ çак тÿлевсенчен капланать:

ĕç укçи /ĕç паракансен шучĕпе - ĕçшĕн тÿлемелли чи пĕчĕк виçерен кая мар/,

халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кÿрекен пулăшу /ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособин чи пĕчĕк виçинчен /850 тенкĕ/ кая мар тата ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособин 1,5 виçинчен /1275 тенкĕ/ ытла мар.

Кăçал çул çитменнисен вăхăтлăх ĕçлевне йĕркелемелли мероприятисем валли республика бюджечĕн 13009,9 пин тенкине тата ĕç паракансен шучĕпе 3731,5 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

Унсăр пуçне республикăри хуласемпе районсен муниципалитет йĕркеленĕвĕсен бюджечĕсенчен çак мероприятисене пурнăçламашкăн 2914,6 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Çав шутра Шупашкар хула администрацийĕ /администраци пуçлăхĕ А.О.Ладыков/ 1115 пин тенкĕ уйăрать, Канаш хули /Р.А.Мясников/ - 200 пин, Çĕнĕ Шупашкар /А.В.Сироткин/ - 220 пин, Канаш районĕ /В.В.Софронов/ - 300 пин, Шупашкар районĕ /Г.И.Егоров/ - 196,8 пин тенкĕ.

Ĕçлевпе çыхăннă ăнăçлă политика халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба мĕн пур харпăрлăх тытăмĕсемпе тачă çыхăну тытни çинче никĕсленет. Ĕç паракансем ĕçлев рынокĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн тĕп ĕçтешĕсем пулса тăраççĕ, вакансисен банкне пуянлатасси тата граждансене ĕçе вырнаçтарасси вĕсемпе лайăх çыхăну тытнинчен нумай килет. Чылай çул ĕнтĕ çул çитменнисене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлев службин органĕсемпе «Чувашия» санатори» АУО /генеральнăй директор - тĕп врач Ю.Л.Симунов/, «Г.А.Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» НПК» АУО /генеральнăй директор А.А.Углов/, «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУО /ĕç тăвакан директор Т.В.Александрычева/, «Тирпейлĕх» ООО /Н.З.Степанов директор/, Техника инвентаризацийĕн МУПĕ /Е.В.Пивоварова директор/, «Чăваш Енри медстраховани компанийĕ» АУО /генеральнăй директор И.В.Клементьева/ тата ыттисем пĕрле алла-аллăн вăй хураççĕ.

Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби граждансен асăннă категорине ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕç паракансем 2013 çулта та тăрăшуллă пуласса, çакă ырă кăтартусем кÿрессе, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшасса шанать. Кăçал ĕçлев служби ĕç паракансен пысăкрах йышĕпе çыхăну тытасшăн, çул çитмен граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма хатĕррисемпе çыхăну тытмалли çĕнĕ мелсем шырасшăн, унччен усă курнисене çĕнетесшĕн.

2012 çулхи утă уйăхĕнчен тытăнса Раççей Федерацийĕн патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи www.gosuslugi.ru порталĕнче 14-18 çулсенчи çул çитмен граждансене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелемелли пулăшу ĕçне электрон мелĕпе кÿреççĕ, çакă пулăшу ĕçĕн пахалăхне лайăхлатма, оперативлăхне ÿстерме май парать. Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин официаллă сайтне тĕплĕ инструкцисем вырнаçтарнă, вĕсем электрон мелĕпе пулăшу ĕçĕсемпе усă курасси ансат та меллĕ пулнине çирĕплетеççĕ.

Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве, çавăн пекех çар мухтавĕпе, вăрçăри пулăмсен паллă ытти кунĕпе çыхăннă мероприятисемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене чысламалли, çапăçусенче пуç хунисене асра тытмалли акцисем йăлана кĕнĕ.

2013 çулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче «2013 çулта Чăваш Республикинче совет çарĕсем Сталинград çапăçăвĕнче нимĕç-фашист çарĕсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине уявлассине хатĕрленмелли тата ирттермелли мероприятисен планĕ çинчен» кăларнă 29-р / хушăвне пурнăçласа ĕçлев службин органĕсем 14-18 çулсенчи ачасемпе çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине, çавăн пекех ĕçсĕррисем, ĕç шыракан граждансем валли тÿлевлĕ общество ĕçĕсем йĕркеленĕ.

Тунă килĕшÿсене тĕпе хурса çул çитменнисем, ĕçсĕррисем тата ĕç шыракан граждансем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, вăрçăра пуç хунисен çемйисене социаллă пулăшу кÿреççĕ, мемориалсене, палăксемпе обелисксене тирпейлесе юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ, вĕсен çывăхĕнчи территорисене тирпейлеççĕ тата ыт. те.

Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче асăннă мероприятисене вĕренÿрен пушă вăхăтра 14-18 çулсенчи çул çитмен 700 ытла çамрăк хутшăннă, çавăн пекех общество ĕçĕсенче ĕçсĕр тата ĕç шыракан 200 ытла гражданин вăй хунă, çул çитмен тата ĕçсĕр 200 яхăн çын Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 40 ытла ветеранне социаллă пулăшу кÿнĕ - юр тасатнă, апат-çимĕç, эмелсем туянса килнĕ тата ыт. те.

2013 çулта Чăваш Республикинче совет çарĕсем Сталинградри çапăçура нимĕç-фашист çарĕсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине халалланă уява хатĕрленмелли тата ирттермелли мероприятисене Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче, Улатăр, Канаш тата Шупашкар хулисенче пурăнакансем уйрăмах хастар хутшăннă.

Тĕслĕхрен, тунă килĕшÿсене тĕпе хурса Шупашкар хулин ĕçлев центрĕ янипе 32 çамрăк тата ĕçсĕр 3 гражданин салтаксен вил тăприсене, мемориалсене, çар мухтавĕн палăкĕсемпе обелискĕсене тирпейлеме, юр тасатма хутшăннă.

Улатăр хулин ĕçлев центрĕ янипе 150 ытла çамрăк тата ĕçсĕр 10 ытла гражданин палăксене, обелисксене юсанă, вил тăприсене тирпейленĕ, çар историйĕн «Чулпа тата бронзăпа сăнарланнă паттăрлăх» палăка тирпейлемелли, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çинчен «Иртнине асра тытса» фотоальбом хатĕрлемелли, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене халалланă композици стенчĕсем тумалли, тĕпчев ĕçĕсем ирттермелли, шкулсенчи Çар мухтавĕн музейĕсенче экскурсисем йĕркелемелли асăну вахтин ĕçне хутшăннă.

Мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн ĕçлев службин органĕсем ку енĕпе çулталăк вĕçленичченех ĕçлĕç.

Çул çитменнисен вĕренÿрен пушă вăхăтри ĕçĕн социаллă пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк. 14-18 çулсенчи ачасемпе çамрăксем - çывăх çулсенчи ĕçлев лару-тăрăвне прогнозлама кăна мар, ăна йĕркелесе пыма май паракан ĕç ресурсĕ. Çитĕнекен ăрăва ĕçпе туслаштарасси, профессисене хăнăхтарасси, урам витĕмĕнчен хăтарасси - Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби 2013 çулта хăйĕн умне лартакан тĕллевсем.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика