Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашпотребсоюзăн куçса çÿрекен ялавĕ - Комсомольскисенче

18 мая 2013 г.

Чăваш Республикинче потребкоопераци тытăмне туса хунăранпа 120 çул çитнине паллă тунă май Шупашкарти коопераци техникумĕнче потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсен форумĕ пулнă. Çак мероприятире çемье династийĕсене тата професси ăсталăхĕн конкурсĕнче палăрнисене чысланă. Çавăн пекех экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. 2012 çулта пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле лайăх аталантарнăшăн Комсомольски райповне Чăвашпотребсоюз Совечĕн куçса çÿрекен ялавне парса чысланă. Элĕк райповĕ — иккĕмĕш, Çĕрпÿсем виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев форума хутшăннисене Чăваш Республикин потребкоопераци тытăмне туса хунăранпа 120 çул çитнĕ ятпа саламланă. «Социаллă-экономикăлла ăмăртура малти пулма çăмăл мар. Райпосем хушшинчи конкуренци çулран-çул ÿссе пырать, çакă савăнтарать те», — палăртнă Евгений Иванович.

Çав кунах «Председатель правления 2012 года» республика конкурсне те пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне вĕсем потребкооперацине хывнă тÿпене, кашнин ĕçри пултарулăхне шута илнĕ. Конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕсенчи çĕнтерÿçĕсем хушшинче — Людмила Сорокина, Комсомольски райпо правленийĕн председателĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе чысланă май Чăвашпотребсоюз Совечĕн председателĕ Валерий Павлов вĕсем чăн-чăн профессионалсем, коллектива хăйсем хыççăн ертсе пыма пултаракан лидерсем пулнине каланă.

Комсомольски райпо коллективне, Людмила Александровнăна пысăк чыса тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр. Сире малашне те çитĕнÿсем туса пыма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика