Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи субботникĕсем – пĕрле тумалли пархатарлă ĕç

24 апреля 2013 г.

Тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе санитарипе экологи уйăхлăхĕ пырать. Пурин умĕнче те тăракан тĕп тĕллев — юр ирĕлнĕ хыççăн çул хĕррисене, тротуарсене, çурт-картиш таврашĕсене, ача-пăча вылямалли лапамсене, газонсене, мемориал комплексĕсене тата асăну вырăнĕсене тасатса тирпейлесси, вĕсене йĕркене кĕртесси. Ялсенчи çырма хĕррисене манса хăвармалла мар, мĕншĕн тесен нумай çĕрте шăпах çакнашкал кĕтессем çÿп-çап тăкмалли вырăнсем пулса тăраççĕ. Темшĕн çынсем пурăнакан вырăна çакăн пек варалаççĕ. Çырма хĕррисене çеç мар, вăрмана та халăх сĕмсĕррĕн илемсĕрлетет. Паян кайса кур-ха эсĕ вăрмана — шалт тĕлĕнмелле ÿкерчĕк унта. Купипех çÿп-çап, кĕленче, пластик савăтсем, хăшĕ-пĕри ача памперсĕсене те унтах килсе тăкнă. Теприсем ĕçнĕ-çинĕ, шашлăк пĕçернĕ те, хăйсем хыççăн пуçтармасăрах пăрахса хăварнă. Çут çанталăкран кулниех мар-и çакă?

Иртнĕ эрнере нумай организаципе предприятисенче тăрăшакансем субботниксем ирттерчĕç. Вĕсем тавралăха илем кĕртес тесе урамсенчи, çурт умĕнчи çÿп-çапсене пуçтарчĕç, çунтарчĕç. Чечексем акма çĕр хатĕрлерĕç. Пĕрле кар тăрса ĕçлесен çеç палăртнине пурнăçлама пулать. Çавăнпа та кашниех экологи субботникне хастар хутшăнасса шанатпăр. Тавралăх пире хăйĕн илемлĕ сăн-сăпачĕпе савăнтартăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика