Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнетнĕ хушма кăларăм

01 декабря 2012 г.

 Чăваш кĕнеке издательствинче спорт энциклопедийĕн хушса çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. Чăваш Енри спорт кун-çулĕпе паллаштаракан кĕнекене паллă пулăмсем, тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче çитĕнỹпе палăрнă мухтавлă спортсменсемпе республикăри физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре ят-сума тивĕçнĕ çынсен ячĕсем кĕнĕ. Çавăн пекех энциклопедире юлашки çулсенче çуталнă çамрăк "çăлтăрсем" çинчен те вуласа пĕлме пулать. Энциклопедире Олимп вăййисен, тĕнче, Европа, Раççей, республика чемпионачĕсемпе ăмăртăвĕсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсемпе, тава тивĕçлĕ тренерсемпе, спорт ведомствисен ертỹçисемпе, йĕркелỹçĕсемпе, РФ тата ЧР физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе, судьясемпе, спорт пĕрлешĕвĕсемпе, вĕренỹ заведенийĕсемпе, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсемпе паллаштаракан материал чылай. Рекордсемпе пысăк çитĕнỹсен таблици те вырăн тупнă. Энциклопедине спорт юхăмĕн ветеранĕ, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн канашçи, 1963-1975 çулсенче ЧАССР Патшалăх спорт комитечĕн председателĕ пулнă Николай Григорьевич Скородумов хатĕрленĕ. Çĕнĕ кăларăма 1800 статья, 400 ытла ỹкерчĕк кĕнĕ. Н.ОСИПОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика