Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сенкер тÿпе ытамĕнче

21 ноября 2012 г.

КАМ ĕмĕтленмест-ши тÿпере, пĕлĕтсем хушшинче вĕçме; Ача чухнех палăрать çакă: самолет вĕçсе иртнине асăрхасан, нумайăшĕ хăйне унăн штурвалĕ умĕнче туять. Çĕнĕ Чукалта çуралнă В.Устимов пирки те çакнах каламалла.

– Эпĕ вĕçме çуралнă. Ÿссен пĕрех летчик пулатăп, – çирĕп тĕллев лартнă ача.

Чукалти вăтам шкултан ăнăçлă, лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Володя. Спортпа та туслă пулнă вăл, хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарнă, ÿт-пĕвне пиçĕхтернĕ: тÿпере вĕçес тесен, сывлăх те çирĕп пулмалла вĕт.

1979 çулта, алла аттестат илсен, Владимир Устимов пĕр тăхтаса тăмасăр Качинск хулине çул тытнă, экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса летчиксем хатĕрлекен аслă çар училищине вĕренме кĕнĕ. Курсант пулнă çулсенче те Çĕнĕ Чукал каччи ыттисенчен нумай енĕпе лайăхпа палăрса тăнă. Çак хушăра вăл парашютпа та пĕрре çеç мар сикнĕ. Кашнинчех – ăнăçлă. Пĕрле вĕренекенсем ăмсаннă та ăна, кĕçĕнрех курссенче вĕренекенсем унран тĕслĕх илме тăрăшнă.

1983 çулта çамрăк офицер Одесса çар округĕнчи Бердянск хулинчи авиаци чаçĕнче службăра тăма пуçланă. Лейтенанта кунта инструктор пулма çирĕплетнĕ. Çамрăксене сенкер тÿпере вĕçме хăнăхтарма шаннă, эппин. Нумай çамрăка ăсталăха алла илме пулăшнă пирĕн ентеш.

Бердянск хыççăн Владимир Устимова Волгоград облаçĕнчи Котельниково хулине куçарнă. Кунта та офицер курсантсене вĕçме хăнăхтарать. Летчик-инструкторăн çар званийĕпе должноçĕ те ÿссех пынă, эскадрилья командирĕн çумĕ пулса тăрать. Кунтах çемье телейне те тупать ентешĕмĕр. Патшалăх наградисем те пур унăн.

Юлашки çулсенче, шел, çарта офицерсен йышне самаях чакарчĕç. Владимир Устимовăн та çакна пулах 1995 çулта ирĕксĕрех запаса кайма тивнĕ.

Паян та сенкер тÿпешĕн тунсăхлать майор. Ача чухнех хăй каланă пек, вĕçме çуралнăскере вĕç-хĕрсĕр инçетлĕх туртать. Самолетсем вĕçсе иртнине курсан, хăйне халĕ те штурвал умĕнче туять вăл...

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика