Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 41 çул иртрě фермăра.

24 ноября 2012 г.

   «Хам асанне пултăм, анчах анне пěçернě çăкăр шăрши паян та асран каймасть. Вăл пěçернě çемçе çăкăр чěлли çине чăкăт хурса çини –иртнě вăхăтри уяв –паянччен те манăçмасть. Халě вара хамăн мăнуксем эпě пěçернě кукăль-çăмаха кěтсе лараççě. Астивсе пăхсан шăпăрлансем тутлă тесе ыталаса чуп тăваççě те савăнăç куççулě пит çăмарти тăрăх  юхса анать», - терě сăмахăмăр аннесен кунě çине çитсе кайсан хăйне хăнăхтарнă амăшне тав туса Н.Федорова.

     Нина Пименовна Çатракасси ял тăрăхěнчи Çатракасси ялěнче пурăнать. Ялта çуралса ỹснě вуншар-çěршер ача пекех Нина та хăйěн пěтěм пурнăçне  ял хуçалăхěпе çыхăнтарнă. Шкулта вěреннě  çулсенчех аслисене пулăшма фермăна çỹренěскер 8 класс хыççăн малалла вěренме шутламасть. Çапла вара ку вăхăта выльăх-чěрлěх патěнчи ěçсене ăнланса илнěскер фермăна ěне сăвакан пулса ěçлеме вырнаçать. Çул хыççăн çул иртрě унтанпа, сахал мар шыв юхрě. Ăнчах ачаллах ěçпе çывăх тăнă хер ачан ěçлеслěхне фермăри йывăрлăхсем хуçаймарěç.  Ĕçри вăрттăнлăхсене пěр хăрамасăр Алла илсе пычě. Паян иртнě çав çулсене çаврăнса пăхать те тěлěнет Нина аппа. Пěр улшăнмасăр 41 çул ăратлă выльăх ěрчетекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативěн Çатракассинчи сěт ферминче ěнесене машинăпа сăвакан оператор пулса ěçлерě-çке вăл. Çакăнта сěт сăвакан операторăн асěнче тěрлě çулсенче йывăрлăсене епле çěннисем, тăрăшулăхшăн хуçалăх ертỹçисемпе район тата республикăпа Раççей шайěнчен епле чысланисем куç умне тухрěç пулас. Ферма ěçченě çав вăхăтсенче медальсем, Хисеп грамотисем, тěрлěрен премисем чылай илнине пытармарě те. Кашниех ěçри паттăрлăх палли-çке.

      Нина Пименовна мăшăрěпе (вăл вăхăтсăр çěре кěнě) 2 хěрпе ывăл çуратса ỹстернě, пурнăç çулě çине кăларнă.Çак ỹсěмри кашни карт хыçěнчех амăшěн фермăри хастар ěçě туллин тăни курăнать.

  Паян унпа пěрле сарайěнче Л.Степанова, Т.Обжелянская, Л.Львова операторсем ěçлеççě. Кашниех 33-шер ěне сăвать. «Манăн ěçтешсем те амăшěсем. Вěсен ěçě те хуçалăха аталантарнипе пěрлех ачисене ура çине тăратассипе çыхăннă»,- терě сыв пуллашнă май Нина аппа.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика