Испуханское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем

27 октября 2012 г.

Ĕнер, октябрĕн 26-мĕшĕнче, Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалланă савăнăçлă пухура районти агропромышленность комплексĕнче чылай çул ырми-канми тăрăшакансене тата ĕçре çитĕнÿсем тунисене Хисеп грамотисем тата укçан преми парса чысларĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансен 2012 çулхи 9 уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе район администрацийĕ çапла йышăнать:

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Роза Васильевна Данилова 222 тонна е кашни ĕнерен 4457 килограмм сĕт сунă. Ăна "Районти чи лайăх доярка" ят парас тата Хисеп грамотипе чыслас.

– "Коминтерн" ЯХПК-ра пăру пăхакансем – Елена Александровна Матвеевапа Мария Никифоровна Князева – кашни пăрăва талăкра 834 грамм, пурĕ 31 тонна ÿт хуштарнă. Вĕсене "Районти чи лайăх пăру пăхакан" ят тата Хисеп грамоти парса чыслас.

– "Коминтерн" ЯХПК-ра выльăх пăхакансем – Сергей Николаевич ЭЗЕНКИНПА Анна Владиславовна ЭзенкинА – кашни выльăха талăкра 974 грамм, пурĕ 23 тонна ÿт хуштарнă. Вĕсене "Районти чи лайăх выльăх пăхакан" ят тата Хисеп грамоти парса чыслас.

– "Коминтерн" ЯХПК-ри сысна пăхакан оператор Светлана Петровна Афанасьева сыснасене талăкра 500 грамм, пурĕ 92 тонна ÿт хуштарнă. Ăна "Районти чи лайăх сысна пăхакан" ят тата Хисеп грамоти парса чыслас.

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Ирина Ивановна Сорокинапа Альбина Сергеевна МазиКОВа пĕр ама пуçне 19 çура илнĕ. Вĕсене "Районти чи лайăх сысна пăхакан" ят тата Хисеп грамоти парса чыслас.

– "Коминтерн" ЯХПК-н Трапайри сĕт комплексĕн начальникĕ – Андрей Геннадьевич Данилов – сĕт суса илессине112 процент ÿстернĕ. Ăна "Районти чи лайăх ферма заведующийĕ" ят тата Хисеп грамоти парса чыслас.

– "Свобода" колхозри ĕнесене тата çамрăк ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техник Раиса Ивановна Филиппова кашни 100 ĕне пуçне 87 пăру илнĕ. Ăна "Районти ĕнесене тата çамрăк ĕнесене искусственнăй майпа чи лайăх пĕтĕлентерекен техник" ят тата Хисеп грамоти парса чыслас.

– Юрий Серафимович Лаптева уйрăм хушма хуçалăха аталантарнăшăн, ял хуçалăх продукцине чылай туса илме пултарнăшăн Хисеп грамотипе чыслас тата "Районти чи лайăх уйрăм хушма хуçалăх" ят парас.

2012 çулта ял хуçалăх культурисене пухса кĕртес енĕпе ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансемпе механизаторсем хушшинче пынă ĕç ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе район администрацийĕ çапла йышăнать:

1. "Коминтерн" ял хуçалăх кооперативне кăçал пуринчен те ытларах тĕш-тырă туса илнĕшĕн, тухăç кашни гектартан 27,1 центнерпа танлашнăшăн, кĕрхисене акмалли плана пурнăçланăшăн Хисеп грамотипе наградăлас тата укçан преми парас.

2. Кăçалхи вырмара мала тухнă комбайнерсем:

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Михаил Георгиевич СТЕПАНОВ. Вăл "Агросс-580" комбайнпа 1221 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Ăна "2012 çулхи вырма чемпионĕ" ят парас, Хисеп грамотипе тата укçан премипе наградăлас.

– "Нива" ЯХПК-ри Валерий Иванович АПАЛЕЕВ. Вăл "Енисей-950" комбайнпа 438 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Ăна "2012 çулхи вырма чемпионĕ" ят парас, Хисеп грамотипе тата укçан премипе наградăлас.

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Александр Станиславович НИКИФОРОВ. Вăл СК-5 "Нива" комбайнпа 584 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Ăна "2012 çулхи вырма чемпионĕ" ят парас, Хисеп грамотипе тата укçан премипе наградăлас.

3. Водительсен ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем:

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Олег Николаевич САПОЖНИКОВ. Вăл ГАЗ-53 автомашинăпа 1045 тонна тырă кÿнĕ. Ăна Хисеп грамотипе наградăлас тата укçан преми парас.

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Владимир Петрович РОМАНОВ ЗИЛ-131 амтомашинăпа 684 тонна тырă кÿнĕ. Ăна Хисеп грамотипе наградăлас тата укçан преми парас.

4.Трактористсен ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем:

– Н.Лисаев фермер хуçалăхĕнчи Михаил Алексеевич СОРОКИН. Вăл ХТЗ-17221 тракторпа 1232 условнăй эталон-гектар ĕç тунă. Ăна Хисеп грамотипе наградăлас тата укçан преми парас.

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Алексей Борисович ТУЙМАНКИН ДТ-75 тракторпа 1409 условнăй эталон-гектар ĕç тунă. Ăна Хисеп грамотипе наградăлас тата тата укçан преми парас.

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Николай Егорович ЛАВРЕНТЬЕВ МТЗ-82 тракторпа 1388 условнăй эталон-гектар ĕç тунă. Ăна Хисеп грамотипе наградăлас тата укçан преми парас.

5.Кĕрхисене акакан тракторист-машинистсен ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи:

– Н.Лисаев фермер хуçалăхĕнчи Георгий Геннадьевич СУДАКОВ МТЗ-82 тракторпа кĕрхисене 605 гектар çинче акса 1-мĕш вырăна тухнă. Ăна Хисеп грамотипе наградăлас тата укçан преми парас.

6. Выльăх апачĕ хатĕрлекен механизаторсен ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи:

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Илья Николаевич ПОНОМАРЕВ "Полесье-600" комбайнпа 7000 тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Ăна Хисеп грамотипе наградăлас тата укçан преми парас.

7. Автомашина водителĕсен ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи:

– "Коминтерн" ЯХПК-ри Юрий Алексеевич САВЕЛЬЕВ. Вăл КамАЗ автомашинăпа 106596 тонна-километр ĕç тунă. Ăна Хисеп грамотипе наградăлас тата укçан преми парас.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика