Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника лайăх упрантăр

27 октября 2012 г.

ЯЛ хуçалăх техникин ĕмĕрĕ ăна мĕнле упранинчен нумай килет: вăхăтра пăхса тăратăн – ĕçлеме те шанчăклă. Халĕ çĕннине туянма та питех ансат мар – ирĕксĕрех мĕн пуррине упрама тивет. Хуçалăхсенче те çакна шута илни сисĕнет.

Çак кунсенче кăна-ха районта ял хуçалăх техникине юсасси, вĕсене хĕл каçма упрама лартасси енĕпе тĕрĕслев пулса иртрĕ. Кун пек чухне лару-тăру ăçта мĕнлерех пулни тÿрех куçа курăнать.

Пуянкасси тăрăхĕнче техникăпа ĕлĕкренех вырăнлă, пĕлсе усă курма тăрăшнă. Çакна хальхинче те лайăх курса ĕнентĕмĕр.

"Колос" агрофирмăра тахçантанпах çакнашкал йĕрке йăлана кĕнĕ: кăкарса ĕçлемелли агрегатсене хăйсене çирĕплетсе панă механизаторсем хăйсемех юсаççĕ, техникăна юсанă çĕре ĕçрен пушă ытти механизаторсене те – водительсем таранах – явăçтараççĕ. Çавах та яваплă çын та пур: мĕн пур ĕçсене Петр Захаров мастер-наладчик йĕркелесе ертсе пырать.

– Кăкарса ĕçлемелли агрегатсене пĕтĕмпех юсанă, хĕл каçма упрама лартнă, – терĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ Виталий Захаров. – Сивĕпе сиенленме пултаракан хатĕрсене вĕçертсе склада упрама хунă, тутăхакан пайсене ятарлă шĕвекпе сĕрнĕ. Кашни агрегатăн хăйĕн вырăнĕ – вĕсене йывăç хăмасем çине вырнаçтарнă, кустăрмасенчи сывлăш виçине те кирлĕ чухлĕ çеç хăварнă. Комбайнсемшĕн те çитес çулхи вырмашăн пăшăрханма кирлĕ мар.

Юсавçăсем – кашни хăй ĕçĕнче ăста, пĕр харăсах темиçе ĕçе пурнăçлама пултараççĕ. Владимир Семенов, Владимир Петров, Сергей Кузьмин ĕçĕпе хуçалăх ертÿçи те кăмăллă, вăл çавăн пекех Валерий Андреев газоэлектросварщик пирки те лайăхпа çеç асăнчĕ.

"Колосра" хальхи вăхăтра юлашки ĕçсене – сÿресене юсассине вĕçлесе пыраççĕ.

"Карлинская" агрофирмăра та кĕрĕк арки йăваламанни тÿрех сисĕнет. Кунта та техникăна юсаса хĕл каçарма лартассине япăх мар йĕркеленĕ. "Шанс" ООО пирки те çакнах каламалла. Çавах та хальлĕхе вĕçне çитереймен ĕçсем те çук мар-ха. Сăлтавĕ те пур-тăр: хăш-пĕр техникăпа халĕ те усă курма тивет.

Ял хуçалăх техникине упрас пирки чаткассене те хурламалли çук: кунта ку тĕлĕшпе тахçанах çирĕп йĕрке, машинăпа трактор паркĕ те районта чи лайăххисенчен пĕри. Хальхинче те комисси "Восход" СХПК пирки лайăхпа çеç палăртса хăварчĕ.

"Искра" СХПКна та çитсе куртăмăр. Ун пекки-кун пекки килте те тупăнкалать те, вĕçне çитереймен ĕçсем пурри кунта курăнкаларĕ. Çитменлĕхсене пĕтерме хальлĕхе вăхăт пур-ха.

"Мир" хупă акционерсен обществин машинăпа трактор паркĕнче йĕрке пулнине пурте хăнăхнă темелле. Кунта юсавçăсем юлашки уй-хир ĕçĕсене вĕçлесенех ĕçе пуçăннă. Ĕçĕ те курăмлă. Комбайнсене уйрăмах лайăх тирпейлесе лартнă кунта, вĕсен кустăрмисене ятарлă материалпа чĕркенĕ. Кун пек çĕнĕлĕх халĕччен пулманччĕ-ха.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика