Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи уяв

24 октября 2012 г.

Кăçалхи сентябрь уйăхĕнчен Питĕркассинчи вăтам шкулта "Çамрăк журналист" кружок ĕçлеме пуçланă. Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ – Л.Жукова вĕрентекен. Кружока çÿрекен А.Жерженова, К.Мокрова, А.Судакова, Н.Мырочкина, А.Медведева, А.Казачук, Т.Сырова, Д.Бродюков, А.Хорайкин, С.Гаврилов, И.Шачков çыру вăрттăнлăхне алла илме хăнăхаççĕ. Паян сире вĕсен пĕрремĕш хайлавĕпе паллаштаратпăр.

Пирĕн шкулта кашни çулах "Кĕрхи бал" уяв иртет. Унта пур класри ачасем те хутшăнаççĕ. Уяв яланах "Кĕр парни" куравран пуçланать. Мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ-ши вĕренекенсем çак курав валли! Çулçăсенчен, пахча çимĕçрен тата вĕсен вăррисенчен тунă япаласене курма пулать кунта. Пан улми, кишĕр, сырлан, барбарис, кĕрхи çĕр çырли тултарнă, пилеш çупкăмĕсемпе илемлетнĕ кавăнран тунă карçинкка питĕ илĕртÿллĕн курăнать. Юнашарах пан улмирен тунă хурт выртать. Тăрăхла кавăнран ăсталанă сысна çури ачасем çине тĕлĕнсе пăхса ларни те курава илемлетет. 6-мĕш классем йĕркеленĕ "Фантази" чечек çыххи вара пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ. Çĕр улмирен тунă чĕрĕп, кавăнран касса кăларнă шуйттан çури, патиссонран ăсталанă юмахри мучи курава васкаса килнĕн туйăнчĕç. Кĕрхи курав пире темĕнле юмах тĕнчине илсе çитернĕн туйăнчĕ.

Кĕрхи балл тĕрлĕ конкурссемпе те пуян пулчĕ. Ачасем хавхалансах викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, çулçăсенчен, кĕрхи чечексемпе çырласенчен хитре композицисем туса кăтартрĕç. Тĕрлĕ сăрăпа усă курса "Кĕрхи çумăр", "Кĕрхи вăрман", "Шкул чÿречинчен мĕн куратăп" темăсемпе илемлĕ ÿкерчĕксем турĕç. Тĕрлĕ класри талантлă ачасем шÿтлĕ сценка кăтартрĕç, куракансем вĕсен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Кĕрхи бала хутшăнакансен ĕçне жюри пысăк хак пачĕ: 6-мĕш класра вĕренекенсем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç, 8-мĕшсем – 2-мĕш вырăна тухрĕç, виççĕмĕш вырăна вара 5-мĕш тата 7-мĕш классенче вĕренекенсем пайларĕç. Ташă каçĕпе вĕçленнĕ уяв пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика