04 октября 2012 г.
Çĕрпÿ районĕнчи Пушар пуç ялĕнче 1915 çулта çуралнă Арсений Ильин учитель дипломне алла илсен пирĕн ялти шкула ĕçлеме килет.
Çав вăхăтри Роман Васильев, Василий Лаврентьев, Василий Васильевпа вĕсем хăвăрт туслашаççĕ. Вăхăтне тĕрĕс йĕркелес шухăшпа çамрăксем тем те пĕр йĕркелеççĕ: комсомол ячейкине çирĕплетес, халăха спектакльпе савăнтарас, яла радио кĕртес, вулав çуртне илемлетес шухăшпа мĕн кăна туман-ши вĕсем! Шкул ертÿçи пулса ĕçлекен Устиния Дмитриевна та çак пуçарусенчен юлман. Тепĕр виçĕ çултан çамрăксем çемье çавăраççĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ çак мăшăра вăрахлăха уйăрать.
Салтак тумне тăхăннă Арсений командирсен шкулĕнчен вĕренсе тухать. 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче кĕçĕн лейтенант, çыхăну взвочĕн командирĕ, Старая Русса хула çывăхĕнчи малтанхи çапăçăва лекет, Украина, Белорусси, Польша çĕрĕсем урлă каçса Берлина çитет. Аслă лейтенант икĕ хутчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, пĕр хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене тата ултă медале илме тивĕç пулать.
Источник: "Тăван ен"