07 сентября 2012 г.
Шупашкаръен Кулибинĕ
Раççей машиностроителĕсен кунĕ тĕлне «Трактор историйĕн наука-техника музейĕн» никĕсĕ çинче изобретательсене, рационализаторсене, ученăйсене, инженерпа техника, предприяти ĕçченĕсене хавхалантарас тĕллевпе «Трактор завочĕсем» Концерн» корпоративлă управлени компанийĕ» «XXI ĕмĕрти Кулибин» курав-конкурс ирттерет. Унта тĕрлĕ регионри ăстасем хăйсем тĕллĕн ăсталанă трактор техникин тĕслĕхĕсем пулаççĕ. Кăçалхипе 3-мĕш хут иртет çак конкурс. Пĕлтĕрхи техника ăс-хакăлĕн ăмăртăвĕ нумай рационализаторсемпе изобретательсене пухрĕ çав курава.
Шупашкар районĕн чысне унта кăçал Иккассинче пурăнакан Валерий Александров хÿтĕлет (сăмах май, пĕлтĕр те вăл хăй аллипе ăсталанă техника тăратнă çак курава). Эпир вулакансене малтан унпа тата вăл ăсталанă техникăпа паллаштарас терĕмĕр.
Каç та пулчĕ, тĕттĕмленчĕ... Эпир Иккасси ялĕнче Валерий Витальевича кĕтетпĕр. Хире-хирĕç пăхса ларакан икĕ çуртра ашшĕпе ывăлĕн çемйи пурăнать. Вăл ăçта пурăннине ял çыннисенчен ыйтса пĕлнĕ чухне пире çапла хуравларĕç: «Прапорщик Виталий ывăлĕ Валерий кирлĕ-и? Ав çавăнта пурăнать. Прапорщик Виталий – ашшĕ. Унăн кил-çурчĕ хирĕçех ларать».
Мĕншĕн «прапорщик» тесе калаççĕ-ши кусене, мĕншĕн пĕр паллă хайлаври пек «Машина Иванĕ» мар-ши? Ку вăрттăнлăха амăшĕнчен ыйтса пĕлтĕмĕр. «Ашшĕ çарта прапорщик пулса служить тунă, – ăнлантарчĕ пире Елена Александровна. – Техникăпа аппаланасси вара – мĕн ачаранах. Пĕчĕккĕ чухне теттесем хăй аллипе ăсталатчĕ, ÿсерехпе радиотранзистор турĕ. Халь, акă мотоблок, трактор пуçтарчĕ. Ашшĕ вара тепĕр чухне: «Эх! Епле чунĕ чăтать! Сивĕре кунĕпе гаражра тимĕр-тăмăр ăшĕнче...» – тет. Хĕле кĕрсен трактора пайăн-пайăн салатать те тасатса, киввине юсаса çуркуннене йăлт çĕнĕрен пуçтарать. Унпа суха та тăвать пахчара, çĕр улми те лартать, ана çырать, кăларать, килти пĕтĕм ĕçе пурнăçлать, кÿршĕ-арша та та пулăшать».
Манăн ĕнтĕ ку трактора питĕ курас килекен пулчĕ, анчах та вăл – гаражра, çăрапа питĕрсе илнĕ. «Тепĕр çур сехетрен çитет, çул çинче халь», – тесе пĕлтерчĕ амăшĕ ывăлĕпе телефонпа калаçнă хыççăн.
Шупашкаръен Кулибинĕ техникăна юратаслăхне ăçтан илнĕ-ха?
«Валери йăлт кукашшĕне хывнă. Манăн атте ал ĕçне ăста çынччĕ, – каласа парать Елена Александровна малалла. – Катка-пичке, урапа-çуна тума ăстаччĕ, пÿрт лартма, кăмака тума çÿренĕ. Хĕлле вара машинине йăтатчĕ те кил тăрăх кĕрĕк çĕлеме тухса каятчĕ».
Акă, кулибинсем çемйипех килсе çитрĕç. Мĕншĕн çапла калатăп? Машинăран чи малтан улттăри сар çÿçлĕ хĕрача сиксе тухрĕ те пирĕн тавра юла пек чупкалама пуçларĕ. «Ах, тур, чĕрĕ ку ача, ашшĕ пекех пуль», – тесе шухăшласа илтĕм. Мĕн тетĕр эсир? Ашшĕ трактор гаражне уçсан вăл тÿрех унта чупса кĕрсе кайрĕ, мотоблока хускатма пикенчĕ, трактор çине хăпарса кайрĕ, хăй пĕрмаях «атте» тесе çеç тăрать.
Гаражра ларакан трактор тапса туртакан хурçă ут пулни тÿрех паллă. Юнашарах плуг, тележка, кран евĕр стрела тата ковш выртаççĕ. Вĕсене Валерий Витальевич хăй тунă иккен. Хуçалăхра пурте кирлĕ, мотоблока та хăй аллипех пуçтарнă вăл. Кран килте çурт-йĕр тунă чухне пĕрене, стройматериал йăтма кирлĕ, паллах. Сăмах май, Александровсем нумай пулмасть çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă. Кирпĕч стенана çеç ятарласа тытнă строительсем хăпартнă, ытти сарай-гаражне, мунчине, хапхине, пÿрт çи виттине кил хуçи йăлтах хăй аллипе тунă.
Тĕрĕссипе каласан, ырă хуçа, чăн-чăн арçын çапла пулмалла та. Арăмĕн вара ăна ырласа тăма çеç манмалла мар, сив сăмахпа кăмăлне ĕçрен сивĕтмелле мар.
«Атте, ку запчасть сана кирлĕ пулать вĕт, тесе йăтса пырать ун патне урамра мĕн те пулин тимĕр татки курсан хĕрĕм Таня, – кула-кула каласа парать Наталья мăшăрĕ, – Ашшĕ çумĕнчен хăпма пĕлмест. Хам та хавхалантарсах тăратăп. Тепĕр чухне апат çиме те, çывăрма та манса каять, çур çĕр иртичченех гаражра аппаланать, çывăрма пÿрте кĕр-ха хуть», – тесе тухса чĕнетĕп вара».
«Ку трактора тăвас шухăш çапах та епле çуралчĕ?» тесе ыйтсан Валерий Витальевич çапла хуравларĕ: «Килти ĕçе çăмăллатас тесе, атту епле-ха? Çуркунне пахча сухаламалла, трактор çук. Колхозсем пĕтрĕç те тракторсем те пахча сухалама килме пăрахрĕç. Тухатăн та вара урама хăлха тăратса итлетĕн: хăш енче трактор сасси пур-ши? Вара çавăнталла уттаратăн, шыраса тупса ÿкĕтлесе илсе килейĕн-и, çук-и – ку каллех иккĕленÿллĕ. Хам тытса тăвас терĕм вара. Халь ĕнтĕ, кирлĕ пулсан, хускататăп та – тухатăп пахчана. Никама та ÿкĕтлесе çÿремелле мар. Мăн трактор пекех ĕçлет».
Çапла, арçын алли çирĕп ку хуçалăхра, хĕрарăм алли те тирпейлĕ иккен. Пахчара лаппăшпех илемлĕ чечексем ÿсеççĕ, куçа савăнтараççĕ...
Источник: "Тăван ен"