07 сентября 2012 г.
Шăмат кун, сентябрĕн пĕрремĕшĕнче, ачасемшĕн пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш кунне хĕвел хăйĕн ăшшипе савăнтармарĕ. Иртенпех йĕпе-сапа çанталăк тăчĕ, йĕрмĕш çумăр тумларĕ. Эпир Иккассинчи тĕп пĕлÿ паракан шкула çитрĕмĕр. Çак пĕр хутлă çуртăн алăкне уçсанах хитре тумланнă, аллисене чечек çыххисем тытнă хаваслă ачасем куç умне пулчĕç. Вĕсен чĕвĕл-чĕвĕл сасси, таса йăл кулли çумăрлă çанталăк хыççăн тин çеç тухнă хĕвел евĕр пĕтĕм чун-чĕрене савăк туйăмпа тултарчĕ. Çак самантра ирĕксĕрех хăвăн шкулти пурнăçа аса илетĕн. Епле хаваслă вăхăт иккен вăл! Шкул коридорĕсене унта та кунта асамат кĕперĕ евĕр тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе илемлетнĕ. Коридорти стенасене вĕренÿ çулĕ пуçланнине халалласа плакатсем çакнă.
Пире шкул директорĕ Александр Владимиров ăшшăн кĕтсе илчĕ. «Пĕлтĕр кунта 35 ача вĕренчĕ, кăларăм та пулмарĕ, кăçал вара пĕлÿ пухакансем – вăтăр тăххăрăн. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – 9-мĕш, тăваттăшĕ 1-мĕш класс ачисем. 2008 çулта вĕренекенсене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçри ăнăçусемшĕн шкул Иван Яковлевич Яковлев медальне илме тивĕçрĕ», – тесе калаçрĕ Александр Витальевич хăйсен шкулĕпе паллаштарнă май. Вĕренÿ çулĕ умĕн шкулта юсав ĕçĕсене ирттернĕ: стенана штукатурка тунă, урайсене сăрланă. Паллах, ача шутне илсен (шкулсене вĕренекен шутне кура укçа-тенкĕ уйрса параççĕ) кăна тума çăмăлах мар. Çулла практика вăхăтĕнче ачасем те алă усса лармаççĕ: шкул территорине чечексемпе илемлетеççĕ, пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ. Çавăнпа пулĕ шкул столовăйĕнче йÿнĕ хакпа апатланма пулать, пĕр куншăн вунă тенкĕ çеç тÿлемелле вĕсен.
Шкулсенче вĕрентекенсем çитсех кайманни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Иккасси шкул ачисене 10 педагог ăс, воспитани панă ĕçре вăй хурать. Акă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн икĕ кун маларах пуçламăш класс учителĕ ĕçрен тухса кайни пăшăрхантарать шкул директорне. «Эсир темшĕн пит ир заявлени çырма килнĕ. Ытларах чухне августăн 31-мĕшĕнче ĕçрен тухса кайни çинчен пĕлтерекенччĕ учительсем», – теме çеç пултарнă вăл. Пуçлăхшăн çак кĕтменлĕх, апла пулин те вăл сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак ыйтăва татса пама май çитернĕ.
Иккасси шкулĕн стенисем çинче çакăнса тăракан сăн ÿкерчĕксенче шкулăн пуян историйĕ палăрать. Кунтан тивĕçлĕ пĕлÿ илсе пин-пин çамрăк вĕренсе тухнă: И.Я. Яковлев, букварь авторĕ Е.З. Захаров (Маден), Ф.П. Павлов тата ыттисем.
Кĕтмен çĕртен пушар тухнине систерекен сигнал янраса кайрĕ. Пурте тулалла васкарĕç. Мĕнех, планпа палăртнă вăхăтра тухма пултарчĕç. Эппин, шкул хăрушсăрлăхĕ кирлĕ шайра. Ку хăйне майлă вĕрентÿ пулчĕ.
Акă, тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. Спорт залĕнче уяв ячĕпе линейка пуçланчĕ. Пĕрремĕш класа каякансене тăххăрмĕш класс ачисем алăран çавăтса кĕчĕç. Шкул директорĕ педагогсен коллективне, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне тата килнĕ хăнасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, иртнĕ вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, вĕренмесен вĕрен те яваймăн текен каларăша аса илсе пурнăçра епле пулса тухасси хамăртан килнине çирĕплетсе хăварчĕ. Иккасси шкулĕнче ача сахал пулнă май кашни вĕренекенпе уйрăммăн ĕçленине палăртрĕ. Çавăнпа пулĕ ытларахăшĕ «4» тата «5» паллăпа вĕренсе район, республика тата çĕршыв шайĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хастар хутшăнать. Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен тĕнчери ÿнер культурин историйĕпе çыхăннă «Золотое Руно» ăмăртура Константин Иванов 1-мĕш вырăн йышăннă, ытти конкурсра вĕренекенсем ытларах чухне 8-мĕшпе 9-мĕш вырăнсем йышăнаççĕ (2012 çулта вырăс чĕлхипе тата математикăпа иртнĕ «Альбус» конкурс). Тĕп шкулшăн ку та хăйне майлă пысăк çитĕнÿ.
Пĕрремĕш класс ачисем пăлханчĕç пулин те сăвăсем вуласа пама пултарчĕç. Надежда Смирнова пĕрремĕш учитель вĕсене шкул пурнăçне пуçланă ятпа саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ» Чăваш Республикин хăй тытăмлă учрежденийĕн сайт редакторĕ Татьяна Вашуркина та салам сăмахĕсем каларĕ. Çакăн хыççăн 9-мĕш класра вĕренекен Сергей Васильев Карина Степановăна, пĕрремĕш класс вĕренекенне, хăйĕн хул пуççийĕ çине йăтса лартрĕ. Чипер хĕр пĕрчи пĕрремĕш урока йыхравласа шăнкăрав шăнкăртаттарчĕ. Пурте хаваслă туйăмпа классене саланчĕç.
Çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров, район пуçлăхĕ Вячеслав Рафинов, ытти пуçлăх та шкул ачисене саламласа çĕнĕ вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлеме сунчĕç.
Кăштах историрен
Иккасси шкулĕ Чăваш Республикинчи пĕрремĕш шкулсен шутĕнче. Ăна 1861 çулта ноябрь уйăхĕнче уçнă. 1896–1900 çулсенче И.Я. Яковлев, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, тăрăшнипе шкулăн çĕнĕ çуртне хăпартнă. 1901 çулхи октябрь уйăхĕнче унта занятисем пуçланнă. Сухăр юхтарман йывăç пĕренесенчен тунăскер паянхи кунччен те сыхланса юлнă вăл. Сăмах май, унти чÿрече рамисене Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи вĕренекенсем ăсталанă пулнă. Халĕ çак çурта ял поселенине панă. Унăн малашлăхĕ хальлĕхе паллă мар-ха. 1974 çулта икĕ хутлă кирпĕч çурт купаланă, 2001 çулта вара ăна реконструкцилесе пĕр хутлă тунă.
Источник: "Тăван ен"