31 августа 2012 г.
Колешша ялĕнче çуралса ÿснĕ Антонина Иванова паян Чăрăшкассинче пурăнать. Сăмах ваклама юратакан 88 çулти хĕрарăм çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн – çирĕп-ха вăл халĕ те, куçри хĕрарăм хĕлхемĕ те сÿнмен. Ăраскалĕ вара унăн çăмăл пулман, шăпа ăна авнă та авнă, çапах хуçайман.
Стена çинчи çамрăк чухнехи сăн ÿкерчĕкĕ çине пăхатăп та – епле черчен илемпе çиçсе тăнă вăл! Паян Антонина Ивановна ывăлĕн çемйипе пĕрле кермен пек çуртра саркаланса пурăнать, анчах та Антонинăн ачаранах хăрхăм шăпине тÿсме тивнĕ...
Иккĕн çеç пÿртре пуплетпĕр. Сăмах-юмах çăмхи вара йĕке пек çаврăнать...
«Эпĕ тăххăрта чухне Гена шăллăмпа иксĕмĕр апирен тăлăха юлтăмăр. Вăл ача çуратнă чухне вилчĕ. Атте вара 1942 çулта вăрçăра пуç хучĕ. Эпир, виçĕ пĕр тăван, ама çури аннепе ÿсрĕмĕр. Ахальтен ама çури тесе каламан çав халăхра. Унăн хăйĕн ачисем çукчĕ. Килте эпир ĕне усраттăмăр, хамăр çавăтса çÿресе çитернĕ, анчах Хветура пире сĕт-çу çитерместчĕ. Шăллăма тимĕр кĕреçепе хĕненине ас тăватăп, çавăнпах унăн хăлхи илтми пулчĕ. Зина йăмăка та, мана та час-часах патак лекнĕ. Ас тăватăп, вун тăваттăра чухне мана лашапа йăлăма вут турттарма ячĕç. Вун пилĕк çула çитсен эпĕ Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ĕçлеме пуçларăм, прессовкăра яраплан деталĕсем тăваттăм, икĕ смена ĕçлеттĕм».
Вăрçă чарăнсан Антонина Чăрăшкасси ялне Василий Алексеева качча килнĕ. «Начар çĕре качча тухрăм çав, пÿрт тăрринчен шыв юхатчĕ, – малалла аса илет Антонина Ивановна. – Ман арçын пÿрт лартма хăрарĕ, вун тăхăр çул пурăнсан çăмăл пурнăç шыраса Казахстана тухса кайрĕ. Çул укçи тума тесе ампара ватса сутса кайрĕ. Эпĕ вара пушшех нушана кĕрсе ÿкрĕм, виçĕ ачапа тăлăха тăрса юлтăм, икĕ ачине (ывăлпа хĕре) вăл хăйпе пĕрле илсе кайрĕ. Ывăлăм кайран каялла хам патах таврăнчĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнчĕ, анчах темшĕн чирлесе кайрĕ те чахоткăпа вилчĕ. Люба вара халĕ те Казахстанра пурăнать. Пĕлтĕр вăл мана курма килсе кайрĕ. Маларах çыру та янăччĕ. Пĕр мăнук пур манăн унран.
Пăрахса тухса кайнă упăшкам ултă çул иртсен курма килсе кайрĕ, анчах та пирĕн çулсем тек пĕрлешмерĕç ĕнтĕ...»
Антонина хăйĕн иртнĕ нушаллă кунĕсене куççульленмесĕр аса илеймест паян. Ăраскалĕ епле пулнă-ха унăн малалла?
«Эпĕ Микулай Дмитриевпа çывăхлантăм. Чăнах та, маттур арçын пулчĕ вăл. Арăмне те пăрахмарĕ, манпа та лайăх пурăнчĕ. Çирĕм çул пĕрле пурăнтăмăр çапла, эпĕ унран тата виçĕ ача çуратрăм. Вăл пире лайăх çурт лартса пачĕ. Арăмĕпе те пĕрле ĕçсе-çинĕ, ятлаçман, килĕштерсе пурăннă. Çав лайăх арçынпа пурăнса хам та çын пултăм. Унран çуратнă Коля ывăл вара кайран икĕ хутлă çурт лартрĕ. Епле керменре пурăнатăп эпĕ халь!..» Нушаллă çитĕннĕ пулсан та эпир вăрăм ĕмĕрлĕ пултăмăр, – сăмахне малалла тăсать Антонина Иванова. – Хам пурнăçра хура-шурне пайтах курнă, ватлăхра халь епле лайăх пурăнатăп! Çукшăн кулянмастăп, пуршăн хуйхăрмастăп. Килти ĕç патне халĕ те алă пырать-ха, пĕлтĕрчченех утă çулнă. Тĕлĕнмелле ĕç пулса иртрĕ тата нумаях пулмасть. Манăн иккĕмĕш арçынран çуралнă Коля ывăлăм нумаях пулмасть унăн малтанхи арăмĕн ывăлĕн (Микулайăн) мăнукĕпе тĕл пулчĕ. «Савăнса кĕтсе илчĕç», – тесе каласа пачĕ кайран».
Антонина Шупашкартан яла таврăнсан ĕмĕрĕпех Куйбышев ячĕллĕ колхозра дояркăра вăй хунă. Ĕçчен чăваш хĕрарăмне Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе пайтах наградăланă, премисем панă, тивĕçлĕ канăва тухнă чухне вара «Ĕç ветеранĕ», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул çитнĕ ятпа» медальсемпе, «СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн» Хисеп грамотипе наградăланă.
Источник: "Тăван ен"