17 октября 2012 г.
Чăрăшкасси ялĕ патĕнчи М-7 трасса урлă çуран каçмалли вырăна çутатса тăрассине йĕркелеме ыйтатпăр, мĕншĕн тесен тĕттĕм вăхăтра çул урлă каçма хăрушă, инкеке лекесси, авари пуласси те часах.
Çырмапуç ял тăрăхĕнче пурăнакансем.
Чăваш Республикин Çул-йĕр хуçалăх тата транспорт министерстви, «Волга» Упрдор» ФКУ:
– Чăрăшкасси патĕнче автотрасса урлă çуран каçмалли вырăна çутатса тăрассине М-7 автоçулăн çав вырăнти сыпăкне тĕпрен юсанă чухне реконструкцилĕç. Юсав ĕçĕсене 2013-2014 çулсенче ирттерме палăртнă. Федераллă çул-йĕр агентствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн, асăннă участокăн капиталлă юсав ĕçĕсемпе проект документацине хатĕрленĕ тата çирĕплетнĕ.
Источник: "Тăван ен"