10 августа 2012 г.
Ял халăхĕ ĕлĕкренех алă ăстисемпе палăрса тăнă. Хресченĕн пур япалана та хăйĕн вăйĕпе тума тивнĕ. Пирĕн урамра пурăнакансен хушшинче темĕн те ăсталама пĕлекенсем пурччĕ.
Тарас Осипов лаша урапине ăсталатчĕ. Лаврентий Лаврентьев та унран юлман. Сухаласа-акса хăвармалли ĕç хатĕрĕсене тимĕртен те, йывăçран та хатĕрленĕ. Павел Краснов лаша çуни, кÿлсе-тăвармалли япаласене туса панă. Вăрçă çулĕсенче Хĕрлĕ Çар валли ятарласа çăмăл çунасем пуçтарнă. Елизавета Андреевапа Ефим Яковлев паллă çĕвĕçсем шутланнă. Яков Михайлов паллă сад ăсти, тĕрлĕ сортлă улма-çырла йывăççи çитĕнтернĕ. Семен Петров катка-пичке ăсталанă. Вăл сурăх тирĕнчен çĕленĕ кĕрĕке тупса илме çăмăл пулман. Федор Стайнов паллă тимĕрçĕ хăйĕн ÿссе çитĕннĕ Андрейпа Александр ывăлĕсемпе пуртă, çурла, алăк хăлăпĕсемпе çекĕлĕсене ăста туса панă. Николай Степанов хамăр тăрăхри юхан шыв çинчи армансене çĕнĕрен ăсталанă, юсанă, ял халăхне ал арманĕ те сахал мар туса панă.
Николай Герасимова пурте ылтăн алăллă маçтăр тенĕ. Платникпе столяр ĕç хатĕрĕсене, чÿрече рамисене, çава аврипе кĕреплесене илемлетсе хатĕрлеме пултарнă вăл. Хăй каланă тăрăх, пĕтĕм ялти çуртсен çуррине яхăн вăл илемлетсе эрешленĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тĕле чи лайăх вĕреннĕ шкул ачисем валли ручкă-кăранташ хумалли пеналсем те ăсталаса паратчĕ вăл. Халăх мĕн ыйтнине пурне те туса панă. Маншăн вăл ĕç учителĕ пулса тăнă. Çуллахи кану кунĕсенче хăйĕнпе пĕрле икĕ çул çуртсем купаланă çĕрте платник ĕçне хăнăхтарчĕ, çак ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ.
Источник: "Тăван ен"