Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Пудовкин: «Вĕренÿре те çитĕнÿсем тăвасчĕ»

05 сентября 2012 г.

Районти чылай шкулта юсав ĕçĕсене шалта çеç мар, тултан та пурнăçланă. Тăррисене улăштарнă, çĕнĕ чÿречесем лартнă. Юсав ĕçĕсем ирттернипе пĕрлех шкулсенче вĕренÿ хатĕрĕсене те çĕнетнĕ.

Иртнĕ кунсенче Александровка пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çитсе куртăм. Вăхăт каç еннелле сулăннă пулсан та шкул директорĕ Александр Пудовкин вырăнтахчĕ.

— Юлашки «штрихсем» тăватпăр. Ырана валли пур класс та хатĕр,— терĕ Александр Витальевич. Урăхла май та çук. Ахальтен мар ĕнтĕ Александровка шкулĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе тунă ĕçсен смотр конкурсĕнче тĕп шкулсенчен иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Паянхи кун шкулта 14 педагог ĕçлет. Вĕсенчен 4-шĕ — аслă категориллĕ, ыттисем пурте пĕрремĕш категориллĕ учительсем. Вун пĕрмĕш çул коллектива Александр Пудовкин ертсе пырать.

Александр Витальевич Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулне ăнăçлă пĕтерсен Хусанти авиаци институтне вĕренме кĕрет. Инженер-механик дипломне алла илсен Оренбург облаçĕнче заводра мастерта ĕçлеме пикенет. Виçĕ çултан тăван яла таврăнать, Александровка шкулĕнче учительте тăрăшма пуçлать. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать.

— Пурнăçра профессисене улăштарса урăх çĕрте тăрăшакансем чылай. Учительтен ял хуçалăхне куçса пысăк çитĕнÿ тăвакансем те пур. Эпĕ вара педагогика ĕçне кăмăлланипе шкула куçрăм. Уншăн пĕрре те кулянмастăп. Коллектив лайăх, учительсем тăрăшуллă. Ун çинчен вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленни те çирĕплетет. Çанă тавăрсах хатĕрлентĕмĕр, çавăн пекех вĕренÿре те çитĕнÿсем тăвасчĕ,— терĕ шкул директорĕ.

Вĕренÿре кăна мар, спортра та хастар Александровкăсем. 2011—2012 вĕренÿ çулĕнче шкул ачисем хушшинче ирттернĕ Спартакиадăра та вĕсем — районта иккĕмĕшсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика