Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыша савăнтарчĕç

22 августа 2012 г.

Çуллахи пĕр ăшă та хĕвеллĕ кун, палăртнă вăхăтра Хырайĕнелсем Ильинсем пурăнакан çурт умне васкарĕç. Кунта вĕсене кĕçĕн классенче вĕренекенсем хăйсен концертне курма чĕнсе йыхравланă иккен. Курма васкакансем тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем, илемлĕ чечек çыххисем пĕрле илчĕç. Концерта ватти те, вĕтти те пуçтарăнчĕ.

Программăна 3-мĕш класа куçнă Инесса Зайцева уçрĕ. Вăл пурне те малтанах сывлăх сунчĕ, вăхăт тупса уява пуçтарăннăшăн тав турĕ.

Пухăннисем умĕнче Александра Сорокина, Виктория Ильина, Камилла Фомина тĕрлĕрен сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, ташăсемпе те савăнтарчĕç. Унсăр пуçне хĕр ачасем куракансемпе тĕрлĕрен вăйăсемпе конкурссем ирттерчĕç.

Концерт хыççăн пухăннисем тăвăллăн алă çупрĕç, пĕчĕк артистсене чечек çыххисем парнелерĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика