Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван колхоз, юратнă ĕç...

18 июля 2012 г.

ВĂРÇĂРА вилнĕ е çухалнă упăшкисемсĕр, ашшĕсемсĕр тăлăха юлнă çынсем сахал мар пулнă. Анат Чаткасра пурăнакан Василий Антонов та ашшĕне пĕрре те курман. Кил хуçи Тăван çĕршыва сыхлама тухса кайнă чухне амăшĕн варĕнче кăна юлнă. Хаяр тăшман пульли Михаил Антонова лексе вăрçă хирĕнчех хăварнă.

Ваççана амăшĕ ашшĕпе улăштарнă. Ывăл ача пĕчĕклех лаша кÿлме, сÿрепе сÿрелеме вĕреннĕ. Ÿснĕçем суха пуç та тытнă. Ялти яшсем пекех унăн та чунĕ техника еннелле туртăннă. Шкул хыççăн çак тĕллевпе вăл Пăвари училищĕрен вĕренсе тухнă.

Ĕç кĕнеки тăван колхозра уçăлнă Василий Михайловичăн. Вăл слесарь-юсавçă пулса тăрăшнă. Çара кайма ят тухсан салтак тумне тăхăннă, виçĕ çул çĕр-шыва сыхланă. Яла таврăнсан "Восход" колхозрах ĕçлеме тытăннă: токарь, трактор бригадин бригадирĕ, мастерской ертÿçи...

43 çул техника патĕнче тăрăшнă Василий Михайлович. Хăйĕн ĕçне вăл яланах пысăк хастарлăхпа, пĕтĕм чун-вартан пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ВДНХ бронза медалĕпе, "Ĕç ветеранĕ" ятпа, нумай-нумай Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе наградăланă.

Мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кил-çурчĕ те тĕреклĕ те хăтлă вĕсен. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.

Çак кунсенче Василий Антонов хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвать, ачисемпе мăнукĕсене, тăванĕсемпе тус-юлташне пысăк кĕрекене пухать. Ăна пурте çирĕп сывлăх, телей сунса тата нумай пурăнма калаççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика