Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр приватизацийĕ

14 июля 2012 г.

 Пурăнмалли çурт-йĕре тỹлевсĕр майпа приватизацилес вăхăт (2013 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен ĕлкĕрмелле) кĕскелсех пырать. Чăваш Республикин территорийĕнче хальхи вăхăтра 342 пин çын хваттерсене харпăрлăха илни çинчен килĕшỹсене Росреестрта çирĕплетнĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх пурăнмалли çурт-йĕре приватизациленин хисепĕ чи пысăкки (49,9 процент) Шупашкар хулинче тата Çĕнĕ Шупашкарта шутланать. Пурăнмалли çурт-йĕре уйрăм харпăрлăха Пăрачкав районĕнче чи сахал (6 единица), Комсомольски районĕнче - 8 единица, Тăвай, Çĕмĕрле районĕсенче иккĕшĕнче те 12 единица, Элĕк районĕнче 13 единица çирĕплетнĕ. 1989-2011 çулсенчи тапхăрта республикăра пĕтĕмпе пурăнмалли çурт-йĕрĕн 79,6 процентне - 212,9 пин хваттер (пурĕ 9767,8 пин тăваткал метр) граждансене уйрăм харпăрлăха панă. Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертỹçин çумĕ М.Мартынова палăртнă тăрăх, хваттерсене приватизацилессине юлашки вăхăта хăваракансем тупăнаççех. Анчах çурт-йĕре приватизацилемелли вăхăт иртнĕ хыççăн харпăрлăха çирĕплетес тесен хваттере тỹлесе илме тивет. Енчен те приватизацилеме ĕлкĕреймерĕр пулсан эсир унта найм шучĕпе те пурăнма пултаратăр. Анчах ку чухне хваттерпе хăвăра мĕнле кирлĕ çавăн пек усă курма пултараймăр: сутма, урăх хваттерпе улăштарма, салука хывма. Мĕншĕн тесен эсир пурăнакан çурт-йĕр муниципаллă харпăрлăх шутĕнче тăрĕ. Апла пулин те пропискăра тăракан çын яланлăхах унта пурăнма пултарĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика