Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăмăн алли вăрăм

18 июля 2012 г.

 Вырăс патшалăхĕнче ĕмĕртенпех пушар пысăк инкексенчен пĕри шутланнă. Хуласем темиçе хутчен çунса кайнă тĕслĕхсем те пулнă. Çавна май патшалăхлăха аталантарас тата çирĕплетес тĕллевпе çак лару-тăруран тухма тĕрлĕ майсем шыранă. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене йышăнни, патшалăх структурисем инкекĕн лару-тăрăвне тĕпчени, вут-çулăмпа асăрхануллă пулмаллине халăх хушшинче ăнлантарни хăрушă инкекрен сыхланмалли тĕп ĕçсем пулнине ăнланса илнĕ. Çĕр-шывра пушар служби йĕркеленни Алексей Михайлович патшапа çыхăннă. Вăл пуçласа пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсене тата вут-çулăмпа асăрханмалли правилăсене çирĕплетнĕ. 1927 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Тĕп ĕçтăвком комитечĕ тата Халăх комиссарĕсен канашĕ "РСФСРта патшалăх пушар надзорĕн органĕн положенийĕ" йышăннă хыççăн çĕр-шывра патшалăх пушар надзорĕн историйĕ пуçланса кайнă. Пирĕн районта пушар хурал пайĕ 1961 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Пушар чаçĕ хальхи çуртăн картишĕнче вырнаçнă. Чаçăн ПМГ-19 тата ПМЗ-11 автомобильсем пулнă. Чăваш АССР Шалти ĕçсен министерствин штат структуринче районсенче патшалăх пушар надзорĕн инспекцийĕсене йĕркеленĕ. Республикăри Шалти ĕçсен министерствин 1991 çулхи 871-мĕш номерлĕ приказĕпе килĕшỹллĕн Елчĕк районĕнчи пушарпа çăлав службин штатĕнче 22 çын ĕçленĕ. Çак приказпах районти пушар хурал уйрăмĕпе патшалăх пушар надзорĕн инспекцийĕсен штатне кĕскетнĕ, мĕн пур пурлăха, автотранспорта çĕнĕрен йĕркеленнĕ пушарпа çăлав отрячĕсем çине çирĕплетнĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2001 çулхи Указĕпе килĕшỹллĕн пушара хирĕç кĕрешекен патшалăх служби Раççей Федерцийĕн МЧСĕ çине куçнă. Хальхи вăхăтра икĕ сотрудник ĕçлет. Районта инспекци йĕркеленнĕренпе тĕрлĕ вăхăтра Г.Флотский, А.Силов, В.Волков тăрăшнă. 1982-1988 çулсенче инспекцие тата пушар хуралĕн гарнизонне Н.Карабурнашев ертсе пынă. 1988 çулта структурăна реорганизацилесен инспекци начальникне А.Кузнецова лартнă. Унта С.Алексеев, В.Михайлов тăрăшнă. Каярахпа уйрăм начальникĕсем пулса В.Михайлов подполковник, А.Васильев майор ĕçленĕ. Кăçалтанпа уйрăма эпĕ ертсе пыратăп.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика