Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹлевлĕ пулăшу парасси ỹснĕ

18 июля 2012 г.

 Халăха тỹлевлĕ пулăшусем парасси юлашки вăхăтра уйрăмах анлăн сарăлнă, пулăшăвăн çĕнĕ тĕсĕсем те нумай ĕçе кĕреççĕ. Чăваш Республикинче пурĕ 1881 субъект халăха тỹлевлĕ пулăшусемпе тивĕçтерет. 2011 çултан пуçласа ватă çынсемпе инвалидсене социаллă пулăшу парассине уйрăммăн йĕркелесе пыраççĕ. Республикăра пурăнакансем 2011 çулта тỹлевлĕ пулăшусемпе 31,6 миллиард тенкĕлĕх усă курнă. 2010 çулхипе танлаштарсан çынсене пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтересси 1,9 процент ỹснĕ. Тỹлевлĕ пулăшусен хисепĕнче чи пысăк пай (24,7 процент) коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлени шутланать. Çыхăну мелĕсемпе усă курнăшăн 17,1 процент тỹлетпĕр, транспортпа çỹренĕшĕн _ 16 процент, йăлари ыйтусене тивĕçтерме _10,8 процент, вĕренсе пĕлỹ илме _8,3 процент, медицина пулăшăвĕ илме _7,5 процент. 2011 çулта, пĕр çын пуçне шутласан, 25 пин ытла тенкĕлĕх тỹлевлĕ пулăшупа усă курнă. Йăлари ыйтусене тивĕçтерме пурĕ 3,4 миллиард тенкĕ кирлĕ пулнă, танлаштаруллă хаксемпе илсен çакă 2010 çулхинчен 1,5 процент ытларах. 2011 çулта автомобиль транспорчĕсене техника енчен пăхса тăрассин, вĕсене юсассин, атă-пушмак çĕленин, фотоателье, фото тата кинолаборатори, парикмахерски, косметика, мунча, душевойсемпе саунăсемпе, йăлара усă куракан тата радиоэлектронлă аппаратурăсемпе, ритуал пулăшăвĕпе усă курасси палăрмаллах ỹснĕ. Йăлари ытти тỹлевлĕ пулăшупа тивĕçтерессин калăпăшĕ, 2010 çулхи танлаштаруллă хаксемпе илсен, чакнă. 2011 çулта йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме, пĕр çын пуçне шутласан, 2,7 пин тенкĕлĕх усă курнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика